Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Чăваш ен: ĕнер, паян, ыран» конкурсра çĕнтернĕ

Республикăра «Чăваш ен: ĕнер, паян, ыран» конкурс иртни çинчен чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Унта районтри предприятисемпе организацисем те активлă хутшăнчĕç. Çак кунсенче конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ял администрацийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна мăн-явăшсем çĕнсе илнĕ. Вĕсене паян Шупашкарта МТВ-центрта уçăлакан выставкăра диплом тата укçан преми параççĕ. Çавăн пекех конкурс дипломĕсене Ярмушка тата Уравăш ял администрацийĕсем, Санарпуçĕнчи тата Çĕрпелти библиотекăсем тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче районти ытти организацисем те пур. Республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенчен Çĕрпелти вăтам шкул, предприятисем хушшинче «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществи пĕрремĕш вырăн йышăннă.


21 июня 2003
00:00
Поделиться
;