Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район пуçлăхĕ газ кĕртессине, çурт-йĕр хăпартассине контрольте ты

Район пуçлăхĕ патĕнче коллегин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта çивĕч ыйтусене хускатрĕç: мĕншĕн ялсене, килсене газ кĕртесси пур çĕрте те кирлĕ пек пымасть, 4-мĕш “Стройтрест” 112 хваттерлĕ çурта хăçан хута ярĕ тата ытти те. “Чăвашсетьгаз” тулли мар яваплă обществăн “Вăрнаргаз” филиалĕн, “Уют” тулли мар яваплă обществăн, “Спецмонтажгаз” предприятин пуçлăхĕсем кашни объекта хута ямалли срока палăртрĕç, кăçал уйăрса панă укçа-тенкĕпе пĕтĕмпех усă курса “кăвак çулăма” халăх патне çитерме шантарчĕç. Шупашкарти строительсем вара социаллă çурта ноябрьте те хута яма шантармарĕç. Тĕплĕнрех коллеги ларăвĕн материалĕсемпе çитес номерте паллаштарăпăр.


21 июня 2003
00:00
Поделиться
;