«Çавал» ресторана çаратнă
Халĕ чи кĕске каçсем пулнă вăхăтра та , вăрăсем ют пурлăха тустарма ĕлкĕреççĕ. Иртнĕ кĕçнерникун такам Калининăри «Çавал» ресторана çăмăллăнах кĕрсе çаратнă. Вăл килхушши енчи чÿрече кантăкне илсе кĕнĕ. Вăрра халлĕхе тупса палăртайман-ха. Ресторан «хăни» выçăпа шутсăр аптранă-ши: ал айне лекнĕ пĕчĕк кукăльсене тăраничченех çисе киленнĕ Пулас, хăшне-пĕрне çырта-çырта çĕре пăрахнă. Хайхискер кунта алсиш тăхăнса кĕнĕ-мĕн. Вăрă эрех, котлетсем, шăнтнă пулă тата ытти апат-çимĕç - пурĕ 5 пин тенкĕлĕх - пĕçертсе тухнă.
Паллах, кунта Калинино райповĕн айăпĕ те пур. Пĕр хутчен кăна мар асăрхаттарнă пулин те ресторан чÿречисене вăрă кĕресрен тимĕр решеткесем тата сигнализаци вырнаçтарман.