Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лайăх çынсемпе пурăнма та çăмăл

Темиçе çул ĕнтĕ 73 çулти ватă çынна пăхса пурăнатăп. Иртнĕ çул вĕçĕнче пысăк инкек пулса иртрĕ. Манăн хĕрача вилсе кайрĕ. Май уйăхĕнче вăл вилнĕренпе ултă уйăх çитнине асăнтартăм. Киле таврăнатăп та хайхи ватă çын вилнĕ пекех ним пĕлми выртать. Калаçаймасть, сывлăшĕ тухмасть. Хăвăртрах кÿршĕри Альбина Ивановна Егорова патне чупса каçрăм. Вăл васкавлă пулăшу станцине шăнкăравларĕ. Кĕçех машина та çитрĕ. Владимир Петрович Спиридонов виçĕ хутчен укол тунă хыççăн эпĕ пăхса пурăнакан старик хăйне лайăхах туйма пуçларĕ. Çумра лайăх çынсем пур чухне чунра çăмăл, пурăнас килет. Çапла йывăр вăхăтра пулăшнăшăн эпĕ Альбина Ивановна Егоровапа Владимир Петрович Спиридонова чунтан-чĕререн тав тăватăп, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.


26 июня 2003
00:00
Поделиться