Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Утă Çавала юхса кайнă

Иртнĕ эрнере талăк ытла пынă шалкăм çумăр тата вăйлă çил районта пурăнакансене чылай ырă мар самантсем кÿчĕç. Çурт тăррисенчен шыв кайнă тĕслĕхсем нумай пулчĕç. Шыв вăйлă юхнине пула Туçи Çармăсра икĕ пĕве, Чалăк Кăкшăмра пĕр пĕве татса кайнă. Чалăм Кăкшăмра уйрăм çынсем тайлăкра çулнă утта Çавала юхтарса кайнă. Çăлкас Кăкшăмра виçĕпахчари утта çак вырăнти пĕртен пĕр хÿме патне пуçтарса купаланă. Çавалта шыв çурхи ейÿ шайне çити хăпарнă.


26 июня 2003
00:00
Поделиться
;