Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ветерансене машинăсем панă

Чăваш Республикин социаллă политика министерстви Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатас тĕллевпе çулсерен «Ока» машинăсем туянса парать. Çапла майпа юлашки икĕ çулта пирĕн районти вунă ытла вăрçă ветеранĕ çăмăл машинăсем илнĕ. Иртнĕ кĕçнерникун тата икĕ ватă çынна - Упнерти Петр Антонович Антоновпа Прохор Григорьевич Толмасова - «Ока» уççисене панă. Вĕсем çамрăклах фронта тухса кайнă. Тăшманпа паттăррăн çапăçнăшăн наградăланă орден-медалĕсем паян ветерансен кăкăрĕсене илемлетеççĕ пулин те вăрçă вĕсене ĕмĕрлĕхех сусăрлатса хăварнă. Малашне П.Антоновпа П.Толмасова инçе çула тухса çÿреме чăрмавлă пулмĕ. Бензин хакне тата транспорта усă курма каякан тăкаксене те патшалăх саплаштарать.


26 июня 2003
00:00
Поделиться
;