Дельталет пилочĕ вилнĕ
«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционер обществи пĕлтĕр дельталет туяннăччĕ. Унпа хăйĕн хушма хуçалăхĕсенче усă курнă: тырпула минераллă удобренисем панă тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтерме имçам сапнă. Иртнĕ эрнере дельталет пилочĕ - Хусан çынни - комбинатăн хамăр районти уйĕсенче ĕçленĕ. Тунтикун, июнĕн 30-мĕшĕнче, вăл Йĕпреç районне куçнă, кунти хушма хуçалăхри тырпул пуссисене удобрени панă. Пучинке ялĕ çывăхĕнчи ятарлă вырăна анса ларнă чухне дельталет ÿксе арканнă, вăтăр саккăрти пилот вилнĕ. Çак инкекĕн сăлтавĕсене транспорт прокуратури тĕпчет.