Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентекене - чыс та сум

Хапăсри вăтам шкулта вĕрентекенсем кашни ачана тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çакна палăртма кăмăллă, паян шкулта вăй хуракансенчен чылайăшĕн аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕпе-амăшĕ те педагог пулнă, мăнукĕсемпе ывăл-хĕрĕсем вара çак пархатарлă ĕçре - педагогсен династийĕсене малалла аталантарса, вăйлатса пыраççĕ. Вĕсемпе паллаштарас тĕллевпе шкулта уяв иртрĕ. Пурĕ тăхăр çемье династийĕ çинчен ятарлă альбом туса хатĕрлерĕç. Канькинсен, Михайловсен, Кирилловсен, Ефремовсен, Кузнецовсен йăхĕсенчен тухнă вĕрентекенсене чысларĕ çав кун шкул директорĕ С.Михайлова, кашнин пурнăç çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Светлана Николаевна хăй те Канькинсен йăхĕнчен тухнă вĕрентекен. Унăн ашшĕ - Николай Павлович Канькин - 1924 çулта Хапăсра çуралнă, кунтах 7 çул вĕреннĕ, малалла Нурăсри педучилищĕрен вĕренсе тухнă, Шупашкарти пединститутра историпе филологи факультетне, истори уйрăмне, заочно майпа пĕтернĕ. Пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентсе ирттернĕ: учительре, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тимленĕ. Унăн мăшăрĕ те Таисия Васильевна Упнерти пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулнă. Вĕсен хĕрĕ - Светлана ашшĕ-амăш çулнех суйласа илнĕ. Упнерти шкулта аслă пионервожатăйра ĕçлеме пуçланă. Шупашкарти пединститутран вырăс чĕлхипе литератури факультетĕнчен заочно вĕренсе тухнă. 1977 çултанпа тăван шкулта вăй хурать. Тăрăшуллă педагог çулран-çул яваплăран та яваплă ĕçе куçса пычĕ. Класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, халĕ Светлана Николаевна - Хапăсри шкул директорĕ. Унăн хĕрĕ, Ольга Анатольевна Вострикова та çак шкулти библиотекарьте тимлет. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 142 çул. Чыса тивĕçнĕ тепĕр çемье - Михайловсем. Екатерина Петровна педагог пулса 40 çул вăй хучĕ. Унăн хĕрĕсемпе мăнукĕсем те учитель профессине суйласа илчĕç. Хĕрĕ, Ираида Васильевна Есенцева, пединститут пĕтернĕ хыççăн 1980 çултанпа Вăрнарти ачасен ÿнер шкулĕнче преподавательте ĕçлет, ачасене художник ăсталăхне алла илме пулăшать. Ираидăн мăшăрĕ, Николай Васильевич, чылай вăхăт Хапăсри вăтам шкулта физкультура учителĕпе военрук пулса ĕçлерĕ. Халĕ Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спортшкулĕн тренерĕ. Есенцевсен хĕрĕ те - Елена - Шупашкарти художество училищинчен вĕренсе тухса педагог çулĕпе утрĕ. Екатерина Петровнан тепĕр мăнукĕ - Надежда Анатольевна Петрова та Хапăсри шкулта ачасен вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Ирина Петровна Романова (Зотова) пирĕн шкулта 1984 çултанпа ĕçлет, хими тата биологи предмечĕсене ăса хывма вĕрентет. Вăл - пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен. Вĕсен таврашĕн педагогĕн стажĕ -120 çул. Ашшĕ Петр Семенович Зотов вăтăр çула яхăн Вăрнарти совхоз-техникумра преподавательте тăрăшнă, унтан Пăртасри вăтам шкулта биологипе вĕрентнĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Амăшĕ - Римма Петровна - Вăрман Кипекре çуралнă, 1963 çулта Шупашкарти пединститутри биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă та малтан Çарăклăри, кайран совхоз-техникумра мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен биологи преподавателĕ пулса тимленĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Марина та ашшĕ-амăшĕ çулне суйласа илнĕ. Вăл та биохимик, Вăрнарти совхоз-техникумра вăй хурать. Кирилловсен ĕç стажĕ çĕр çултан та иртет. Педагогсен династине пуçараканĕ Виктор Кириллович Кириллов. Аслă Отечественнăй вăрçăран йывăр аманса таврăннă хыççăн вăл ялти шкулта военрукра ĕçлеме тытăннă, мĕн пенсине кайичченех ĕç урокĕсене ертсе пынă. Унăн мăшăрĕ, Евгения Павловна - чăваш чĕлхипе литература учителĕ. Аслă хĕрĕ Лена та çĕр çинчи чи сумлă профессие килĕштернĕ. Вăл чылай вăхăт Хапăсри, Упнерти, Шупашкар районĕнчи Карачурари шкулсенче вăй хунă. Историпе географи учителĕ Таисия Александровна Иванова та аслисен ĕçне малалла тăснă. Ашшĕ Александр Игнатьевич Игнатьев - военрук, историк, амăшĕ - Валентина Федотовна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе пурăннă. Хапăсра çемйипех учитель ĕçне парăннă çемьесем татах пур. Анатолий Александровичпа Таисия Алексеевна Цветковсем ачасене воспитани парас ĕçре сахал мар тимленĕ.Çемье пуçĕ - биологи, зоологи, ботаника, вырăс тата тăван чĕлхепе литература урокĕсене ертсе пынă. Мăшăрĕ пуçламăш классене вĕрентнĕ. Олимпиада хĕрĕ Шупашкарти пединститутра ют чĕлхесен факультетне пĕтерсен аспирантурăран вĕренсе тухрĕ, халĕ- Чăваш патшалăх университетĕнчи ют чĕлхесен факультечĕн преподавателĕ. Александра Павловна Ефремова кĕçĕннисене пуçламăш наукăсене вĕрентессипе 46 çул пĕр улшăнмасăр ĕçлерĕ. Хĕрĕсем те унăн учительсем: Ираида - филолог, Альбина - химик-биолог. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 96 çул. Иван Сидорович Сидоров вĕрентекен ĕçĕн пĕрремĕш утăмĕсене Хапăсри шкулта тунă. Çамрăк географ çак шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Акулина Никоновнапа çемье çавăрнă. Çемье династине Елена хĕрĕ тăснă. Вăл Пăртасри, Туçи Çармăсри, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулсенче ĕçленĕ, халĕ - пенсире. Кузнецовсем çинчен те ыррине каламалла. Эрик Кузьмичпа Татьяна Ивановна 37 çул пирĕн шкулта тăрăшнă. Ятлă-сумлă учительсен ывăлĕ, Сергей, аслисене пăхнă. Вунпиллĕк çул çитрĕ вăл вĕрентекен ĕçне кÿлĕнни. Малтанах ĕç урокĕсене ирттерчĕ. Хăй те ылтăн алăллăскер ачасене ĕçе юратма, тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентет. Юлашки çулсенче ăна рисованипе черчени урокĕсене ирттерме шанса пачĕç. Пирĕн йăхра та вĕрентекенсем чылай. Сăмахран, анне енчен лекекен тăвансенчен Анна Александровна Чаркова 40 çул ытла Упнерти тата Мăньял Хапăсри пуçламăш шкулсенче вăй хунă. Александра Александровна Ермошкина икĕ теçетке ытла физикăна вĕрентет. Эпĕ те 27 çул Хапăсри вăтам шкулта вырăс тата тăван чĕлхепе литература, тăван ен культурине вĕрентетĕп... Тăван шкулти педагогсен династийĕсене халалланă уяв питĕ чаплă иртрĕ. Вăл пысăк концертпа вĕçленчĕ.


10 июля 2003
00:00
Поделиться
;