Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентет те, сиплет те

Владимир Васильевич Егоров Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче вăтăр çул вăй хурать. Ăста физкультурник çамрăксене вĕрентессине кăна мар, вĕсене сиплессине те тĕпе хурса тимлет. Талантлă преподавателе ку енĕпе хăй тĕллĕн шухăшласа кăларнă изобретенийĕсем тăрăх та аван пĕлеççĕ. Маларах вăл «СССР профтехвĕрентĕвĕн чи лайăх изобретателĕ», «СССР изобретателĕ» хисеплĕ ятсене, çичĕ ĕçшĕн свидетельствăсем, паллă знаксем илме тивĕçлĕ пулнă. Нумаях пулмасть Владимир Васильевич кĕрнеклĕх (осанка) пăсăлнине тĕп-тĕрĕс палăртакан аппарат шухăшласа тупнă. Çакăншăн пултаруллă вĕрентекене Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас ĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.


10 июля 2003
00:00
Поделиться