Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Халăх вăйне шанса

Лайăх ăнланатпăр: право йĕркине пăснине, киревсĕр пулăмсене хирĕç активлă кĕрешес тесен общественноçпа алла-аллăн тытăнса ĕçлемелле. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнине е наркомание хирĕç кĕрешес, çемьере çапăçакан-харкашакансене çăварлăхлас енĕпе, çула çитеймен ачасемпе, право йĕркине пăсас шутлă уйрăм çынсемпе тĕллевлĕрех ĕçлеме халăха ытларах явăçтармалла. Тĕрĕссипе, преступленилле ĕçсене хирĕç профилактика тăвассипе халĕ шалти ĕçсен органĕсем кăна тимлеççĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе районти общественность совечĕн положенине, совет йышне çирĕплетнĕ. Вун ултă çынна пĕрлештерекен çак совета район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин ертсе пырать. Общественность совечĕсене çавăн пекех Вăрнар поселок тата кашни ял администрацийĕсенче йĕркеленĕ. Обществăлла йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха сыхлас, право йĕркине пăснине хирĕç профилактика тăвас тĕлĕшпе патшалăх органĕсемпе должноçри çынсен общественность совечĕсене пур енлĕн пулăшса пымалла. Тÿрех каламалла, общественность совечĕсен ĕçĕ нумай енлĕ, вĕсем саккунсене тата положение тĕпе хурса тимлеççĕ. Уйрăммăн илсен, совет çирĕплетнĕ территорири обществăлла йĕркелĕх мĕнлерех пулнине тишкерет, ăна çирĕплетес ыйтусемпе тивĕçлĕ органсене сĕнÿсем тăратать. Обществăлла йĕркелĕхе тата хăрушсăрлăха сыхлас тĕллевпе шалти ĕçсен органĕсене, халăх дружинисене пур енлĕн пулăшса пырать, çак ĕçе вырăнта пурăнакансене явăçтарать. Çавăн пекех общественность совечĕсен халăх хушшинче право пĕлĕвĕсене сарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Обществăна хирĕçле, харампырла пурăнакансене тупса палăртасси, вĕсене пулăшасси те совет членĕсен тивĕçĕ пулса тăрать. Обществăлла йĕркелĕхе пăсакансемпе киревсĕр ытти ĕçсем тăвакансене пухусемпе общественность совечĕн ларăвĕсенче сÿтсе явассине йĕркелемелле. Хальхи вăхăтра ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсен шучĕ вĕçĕм хушăнса пырать. Сăмакуна ирĕклĕн юхтараççĕ, ăна сутса пайта куракансем те йышлă. Çавăн пеккисемпе кĕрешме пире общество совечĕ активлă пулăшасса кĕтетпĕр. Эрех-сăмакунпа туслашнă ашшĕ-амăшĕсем ачисем пирки шутлама пăрахаççĕ, вĕсене выçăллă- тутăллă тытаççĕ. Çемьери йĕркесĕрлĕхе пула ачасем киревсĕр ĕçсем тума - вăрлама-çаратма, эрех-сăра ĕçме т.ыт. те - тытăнаççĕ. Ачисене воспитани парасси енне алă сулнă ашшĕ-амăшĕнчен çирĕп ыйтмалла. Ку енĕпе те общественность совечĕсем хăйсене панă правăсемпе анлăрах усă курма тивĕçлĕ. Положенипе килĕшÿллĕн, совет обществăлла йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе ĕç пăхса тухма пултарать. Çавăн пекех ăна обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тата право йĕркине пăсакансене хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе палăрнă граждансене хавхалантарас пирки вырăнти самоуправлени тата патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем, предприятисемпе организацисем тата учрежденисем умĕнче хута кĕмем ирĕк панă. Пĕр сăмахпа, общественность совечĕсем право йĕркине çирĕплетес тата право йĕркине пăснине хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе пысăк ĕç тума пултараççĕ. Çавна май вĕсен пĕлтерĕшне ÿстерме тăрăшмалла. Общественность совечĕсем пулăшнипе хамăр район территорийĕнче преступленилле ĕçсем тăвассине палăрмаллах чакарасса шанатпăр.


14 июля 2003
00:00
Поделиться
;