Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Министр вăрнарсен ĕçне пысăк хак пачĕ

Ытларикун районта Чăваш Республикин строительствăпа архитектура, çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин кунĕ иртрĕ. Çавна май Вăрнар тăрăхĕнче ЧР строительствăпа архитектура, çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филатов, министр çумĕ, çул-йĕр хуçалăх департаменчĕн ертÿçи Лев Вячеславов, газ кĕртессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Юрий Васильев, пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Нина Михайлова пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, администрацин яваплă работникĕсем, министерство представителĕсем малтанах «Пурăнмалли çурт-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерла уçă общество хăпартнă çурт патĕнче пулчĕç, «Пурăнмалли çурт-йĕр» программăпа тăвакан 112 тата 39 хваттерлĕ çуртсем патĕнче ĕçсем еплерех пынипе паллашрĕç. Унтан Кайри Тукайра тата Кĕçĕн Кипекре газ пăрăхĕсем хывнă çĕре çитсе курчĕç. Юлашкинчен В.Филатов Пăртасра Маринăпа Алексей Мокшинсен пÿртĕнче газ плитине чĕртрĕ. Ку халлĕхе ялта çутçанталăк газĕпе усă курма пуçланă пĕрремĕш хуçалăх. Объектсенче пулнă хыççăн район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районта пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, газ кĕртесси, çул хывасси еплерех пынине пĕтĕмлетрĕç. Унта çавăн пекех строительство, газ кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен организацисен ертÿçисем, уйрăм ялхуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ильин районта пурăнмалли çурт-йĕр лартас, çулсем тăвас, газ кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем еплерех пынине тишкерчĕ. Поселокра, ялсенче пурăнмалли çурт-йĕр лартасси ÿссех пырать. Кăçал 24 пин тăваткал метр чухлĕ хута ямалла. Çакă иртнĕ çулхинчен 22 процент нумайрах. Пĕлтĕр Кÿлхĕрринчен Катăша çити тата Кушар Юнтапана каякан шоссе çулĕсене асфальт сарнă, республика, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене нумай юсанă. Районта пурĕ 304,5 километр газ пăрăхĕсем хывнă, пурăнмалли çуртсемпе обществăлла çуртсен 23,3 процентĕнче çутçанталăк газĕпе усă курма пуçланă. Уйрăммăн илсен, пурăнмалли çуртсемпе хваттерсем районта пурĕ 16224. Çак шутран 5292-шĕнче çутçанталăк газĕ çунать. Вăрнарта хваттерсемпе пурăнмалли çуртсен 85, Санарпуçĕнче 83 процентне газификациленĕ. Газ кĕртессипе задачăсем пысăк. Тата 1,5 пин хваттерпе пурăнмалли çуртра çутçанталăк газĕ çунма тытăнмалла. Планпа 1100 пăхнă пулнă. Январь-июнь уйăхĕсенчен 426 хвхаттерпе çурта газ кĕртнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 152 пулнă. Кăçал çавăн пекех 190 километр газ пăрăхĕ хывмалла, пĕр котельнăйĕнче çутçанталăк газĕ çунма тытăнмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин «Пурăнмалли социаллă çурт-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн тăвакан 112 хваттерлĕ çуртăн 6-мĕш подъездне ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ярасси çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех «Вурнарская «МСО» хăпартакан 39 хваттерлĕ çуртăн 20 хваттерĕнче çынсем пурăнма тытăнмалла. Кайри Тукайра урамсенче газ пăрăхĕсем хывма пуçлаççĕ. Ялти 39 çурта газ кĕртме хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Кăçал çавăн пекех Уйкас Кипек тăрăхĕнчи ялсене çутçанталăк газĕ кĕртессипе ĕçлеме тытăнаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров республикăра çутçанталăк газĕ кĕртессине, тĕпрен илсен, 2003-2004 çулсенче вĕçлеме палăртнă задачăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе районта кашни ялтах уйăхсерен пурăнмалли 5 çурта çутçанталăк газĕпе усă курмашкăн хатĕрлесе çитерме пăхнă. Çавăн пекех черетлĕ Республика кунне Вăрнарта ирттерессине тивĕçлĕ пулма тĕллев тытни çинчен пĕлтерчĕ администраци пуçлăхĕ. Чăваш Республикин строительствăпа архитектура, çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филатов районта «Пурăнмалли кивĕ çурт-йĕр» программăна пурнăçа кĕртессипе пысăк ĕç туса ирттернине палăртрĕ. Кăçал 50 ытла çемье «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционер обществи çак программăпа килĕшÿллĕн туса лартнă çуртра пурăнма пуçланине ырларĕ. «Шупашкарта тĕрлĕрен çăлкуçсенчен пырса кĕрекен укçа-тенкĕпе усă кураççĕ пулин те пĕр çулта кун чухлĕ хваттер тăваймаççĕ», - терĕ вăл. Çутçанталăк газĕ кĕртессипе нумай тăрăшмалла. Тĕп кăтарту пăрăхсем хурса тухни мар, миçе çуртра çутçанталăк газĕпе усă курма пуçлани пулмалла. Анчах та ĕç тепĕр чухне çуртсенче газ кĕртме условисем пулманнипе е хуçин укçа çуккипе тытăнса тăрать. Кун пек чухне перекет банкĕнчен çакăн валли укçа çăмăллатнă йĕркепе тĕллевлĕн кивçен илни пулăшма пултарать. Районта вара çак майпа пурĕ те 18 çын кăна усă курнă, кăçал укçа кивçен илме 6 заявка çеç тăратнă. Ытларах чухне пĕр-пĕр ĕçе тытăнсан укçа тивĕçменни çинчен калаçнине илтме пулать. Анчах хальхинче газ кĕртнĕ çĕрте усă курма уйăрса паракан укçапа та йăлтах усă курмаççĕ. Кăçалхи çур çулта 63 миллион тенкĕ уйăрнă. 1 миллион та 402 пин тенкĕ усă курмасăрах юлнă. «Капла юрамасть. Малашне газ кĕртме уйăрнă укçа пĕр пус та ахаль тăрса ан юлтăр. Малтан юлнине те ĕçе кĕртмелле», - терĕ Владимир Николаевич. Юлашкинчен В.Филатов Калинино тата Ярмушка шкулĕсен директорĕсене шкул автобусĕсен уççисене пачĕ.


14 июля 2003
00:00
Поделиться
;