Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрă ушкăнĕ пурлăхлисене тустарнă

Виçĕ çамрăкран тăракан çак вăрă ушкăнĕ иртнĕ çулхи октябрьпе ноябрь уйăхĕсенче Вăрнарта самаях шăв-шав тума ĕлкĕрнĕ. Вăрнар ачи вунпиллĕкри Михаил Вахидов, Çĕнĕ Шупашкар каччи вунулттăри Александр Смирнов тата Шупашкар йĕкĕчĕ вунçиччĕри Дмитрий Никитин, малтанах каварлашса, ют пурлăха çаратса çÿренĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, пурлăхлă çынсене кăна тустарнă. М.Вахидовпа А.Смирнов - иккĕмĕш сыпăкри шăллĕпе пиччĕшĕ. Д.Никитин, унччен те преступленилле ĕçсем чылай тума ĕлкĕрнĕскер, милицирен тарса çÿренĕ. Çапла, пĕлтĕрхи октябрь вĕçĕнче Михаил Вахидовпа Александр Смирнов Вăрнар поселокĕнчи Л.Миговарован хваттерне çăраççи уçса кĕрсе кайнă, 17 пин тенкĕ тăракан «Панасоник» видеокамерăпа компактлă видеокассета пĕçертсе тухнă. Ноябрĕн 12-мĕшĕнче каллех çав хваттере лекнĕ. Ку хутĕнче 1500 тенкĕлĕх ылтăн сулă, 2700 тенкĕлĕх ылтăн çĕрĕ, хаклă йышши сапфирпа тата кĕленче чулпа илемлетнĕ 16.800 тенкĕлĕх ылтăн çĕрĕ, 1200 тенкĕлĕх кĕмĕл вăчăра, 1600 тенкĕлĕх ылтăн алка тата темиçе çĕрĕ - пурĕ 30.800 тенкĕлĕх - йăкăртнă. Путсĕрсем куç тĕлне лекнĕ 10 тенкĕне те кĕсьене пĕтĕрсе чикнĕ. Çамрăксем икĕ хутĕнче те хваттере çăмăллăнах кĕрсе тухнă - маларах, октябрьте, районти культура çуртĕнче каннă чухне М.Вахизов Л.Миговарова ывăлĕн курткинчен хваттер уççине кăларса илнĕ пулнă. Вăрă ушкăнĕ кил хуçине пурĕ 47.890 тенкĕлĕх тăкак кăтартнă. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче, 21 сехет тĕлнелле, М.Вахидовпа Д.Никитин Вăрнар поселокĕнчи К.Маркс урамĕнчи 8-мĕш çурт кил хушшинче ларнă «Фольксваген-Гольф» автомашинăн малти алăкĕн çăрине аркатса салонран автомагнитола, икĕ динамик тата ытти япаласем вăрланă. Автомашина хуçине, Л.Исмуковăна, 15.550 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче виçĕ тус чукун çул хĕрринчи пасарта уйрăм предпринимательсен тавар упранакан контейнерĕсене тустарнă, пурлăха вăрласа кайнă. Çапла, В.Мутинăна 1501 тенкĕлĕх, Н.Михайловăна 5647 тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ. Тепĕр икĕ кунтан, çурçĕр иртсен, вăрă ушкăнĕ гастроном çывăхĕнчи «Лицей» киоскран ( предпринимателĕ Л.Иванова) 1526 тенкĕлĕх тавар çаратса тухнă. Çакă вĕсен юлашки «ĕçĕ» пулнă - вăрăсене ку хутĕнче милици ĕçченĕсем çулса илнĕ. Вăрнар район сучĕ çак çамрăксем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă, М.Вахидовпа А.Смирнова икшер çуллăха, Д.Никитина виçĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăннă. Анчах маларах Шупашкарта тунă преступленилле ĕçсемшĕн Д.Никитина хулари Калинин район сучĕ ултă çуллăха хупса лартма йышăннă пулнă. Çапла, пĕтĕмпе ăна 6 çул та 6 уйăхлăха ирĕк правинчен хăтарнă. Ватăсем калашле, вăрласа тупнипе нумай ырлăх кураймăн. Янттине хапсăннă хайхи туссем юлашкинчен çакланчĕç.


14 июля 2003
00:00
Поделиться
;