Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Грипран сыхланса

Кĕркунне-хĕлле гриппа чирлес хăрушлăх уйрăмах пысăк. Чир ытларах чухне ачасене тата ватă çынсене ярса илет. Çулсерен Вăрнар районĕнче гриппа тата вируслă инфекцисемпе 2,5-3 пин çын чирлесе ирттерет. Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче чирĕн эпидеми шайĕ пысăк пулнă. Ку хушăра унтпа 1070 çын аптăранă. Çакă района экономика тĕлĕшĕнчен сахал мар тăкак кÿрет, мĕншĕн тесен чирлĕ çынсен ĕçлес кăмăлĕ чакать, çавна май ĕç тухăçлăхĕ ÿсмст. Ку çеç те мар, чир шала кайнине пула вăл организма хавшатать6 органсене пысăк сиен кÿме путарать. Г грипран сыхланас, ăна асăрхаттарас тĕлĕшпе район администрацийĕн уçлăхĕн хушăвĕпе профилактика мероприятийĕсем ирттерме йышăннă. Халĕ районти тĕп больницăра чиртен сыхланса прививкăсем ирттереççĕ. Çак тĕллевпе 3 пин доза вакцина туяннă. Медицина ĕçченĕсем тивĕçлĕ канăва тухнисене, 18 çула çитмен ачасене прививкăшăн тÿлеттермеççĕ. Предприятисемпе организацисем вара хăйсн работникĕсемшĕн укçа хываççĕ. Ку енĕпе Вăрнар райповĕ, хутăш препаратсен завочĕ, аш-какай комбиначĕ, типĕтнĕ сĕт завочĕ тăрăшуллă. Çакă çеç чиртен сыхланмалли чи лайăх меслет пулса тăрать. Паянхи куна аслăраххисемпе ачасем пурĕ 1834 çын – вакцинаци витĕр тухнă.


15 июля 2003
00:00
Поделиться
;