Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

Шкул ачисен хаваслă каникул кунĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Парта хушшине лариччен вăхăт нумай юлмарĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕренекенсене таса, çутă классенче кĕтсе илме кашни вĕренÿ учрежденийĕнчех тивĕçлипе хатĕрленеççĕ. Чăрăшкас Хирлепри шкул директорĕ Галина Алексеевна Леонтьева каланă тăрăх, кунта çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе çитнĕ. Тĕплĕ юсава иртнĕ çул ирттернĕрен кăçал вак-тĕвек ĕçсене кăна пурнăçланă. Çывăх вăхăтра шкул столовăйне йĕркене кĕртме тытăнаççĕ. Кунта çуса-тасатса стенасене шуратмалла, сăрламалла. Вĕренекенсем пĕр кун та ĕçсĕр лармаççĕ. Чăрăшкас-хирлепсен çĕр лаптăкĕ вунă гектарпа танлашать, унта тырă-пулă, çĕрулми, пахча-çимĕç лартса çитĕнтереççĕ. Ачасем йăрансене çум-курăкран тасатаççĕ. Шкул таврашне тирпей-илем кĕртесси те вĕсен тĕп вырăнта. Ку енĕпе пурте тăрăшса тимлеççĕ - хыт-хурана çулаççĕ, чечек клумбисене, газонсене тирпейлесех тăраççĕ.


21 июля 2003
00:00
Поделиться
;