Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çулсем тата çынсем: Вăрçă паттăрĕ ĕçре те хастар пулн&#

Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа 58 çул иртрĕ, анчах çав синкерлĕ çулсем нихăçан та манăçа тухмĕç. Çутă пуласлăхшăн пирĕн асаттесемпе кукаçисем кăна мар, асаннесемпе какамайсем те вăрçă хирĕнче юн тăкнă. Анчах пурнăç урапи малаллах çаврăнать, вăхăт хăйĕннех тăвать. Çын вилĕмсĕр мар, вăл ватăлать, кайран пурнăçран уйрăлса каять. Хамăр çĕршыври миллионшар çын вăрçă вутĕнче пĕтнĕ, теприсем йывăр суранĕсене пула киле таврăнсан вилнĕ. Кушар Юнтапара, акă, иртнĕ вăрçа хутшăннисем тăваттăн кăна юлнă. Вĕсенчен пĕри - Вениамин Прокопьевич Прокопьев. Вăл 1925 çулта çуралнă. Пĕчĕкрен тăлăха тăрса юлнă. Çулталăкри ачана утмăлти аслашшĕ пăхса çитĕнтернĕ. В.Прокопьевăн ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те çăмăл пулман. 1943 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Кушар Юнтапа каччине салтака илнĕ. Çав кун ялтан фронта виççĕн тухса кайнă: Сергей Трофимов, Григорий Никитин тата Вениамин Прокопьев. Çамрăксене хĕвелтухăçне, Раздельное поселокне, илсе çитернĕ, кайран Çĕнĕ Георгиевкăна куçарнă. Вăрçă çулĕсенче Совет Союзĕ Япони милитарисчĕсем тапăнса кĕресрен Инçет Хĕвелтухăçĕнче миллионшар çынлă çар тытнă. 1944 çулхи февральте ытти салтаксемпе пĕрле В.Прокопьевпа хĕвеланăçне, фронта, куçарнă. Малтан Украинăри Дубна хулине çитнĕ. Вăл пулеметчик пулса тăнă. Кĕçех, мартăн 15-мĕшĕнче, наступление кайсан, Вениамин Прокопьевича виçĕ çĕртен амантаççĕ:икĕ пульли хулпуççине, тепри мăя лекнĕ. Пирĕн ентеше Ровно, Киев, Челябинск облаçĕнчи Аша, Свердловск облаçĕнчи Камышлов хулисенчи госпитальсенче сипленĕ. Сывалнă хыççăн Вениамин Прокопьевича Украинăра вырнаçнă запасри полка янă. Кĕçех Польшăна куçарнă. - Польша урлă ăнăçлă каçса Германие, Одер шывĕ хĕррине, çитрĕмĕр. Нимĕçсен уйрăм ушкăнĕсем пире хирĕç çав-çавах хаяррăн çапăçатчĕç. Одер урлă каçсан та сывлăш çавăрса илме вăхăт çукчĕ,- аса илет Вениамин Прокопьевич. 1945 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăрçă чарăнни çинчен пĕлтернĕ. Анчах В.Прокопьев тăракан полка çав кунах васкавлăн Чехословакие куçарнă. Меловица хулине вырнаçтарнă. Анчах кунта нумай тытăнса тăман, полка Австрие, Вена хулине, илсе кайнă. Çапла, В.Прокопьев тăватă çултан тин тăван яла çаврăнса çитнĕ. Анчах кунта уншăн никам та тунсăхламан - ашшĕ-амăшĕ те, мăшăрĕ те, ача-пăча та пулман-çке. Вăрçă вучĕ витĕр утса тухнă каччă ялти хитре те ĕçчен хĕре, Серафима Арсентьевана, тÿрех асăрхать. Юратнă чĕресем 1951 çулта пĕрлешеççĕ. Вĕсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Вениамин Прокопьевич колхозра 32 çул хушши ДТ-75, ДТ-54 тракторсемпе суха тунă, тырă акнă, тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Вăрçă суранĕсем аса илтерсех тăраççĕ. Вениамин Прокопьевич халĕ виççĕмĕш ушкăнри инвалид. Вăрçăра та, ĕçре те хастар пулнăшăн Вениамин Прокопьевич Прокопьев тĕрлĕ наградăсемпе грамотăсене тивĕçнĕ. Унăн кăкăрне III Степень Мухтав орденĕ, III степень Отечествăлла вăрçă орденĕ, «Хăюлăхшăн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра вăрçă орденĕ, «Ĕçри паттăрлăхшăн». Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальсем илемлетеççĕ. Çавăн пекех вăл - «Гвардеец» колхозăн Хисеплĕ колхозникĕ.


21 июля 2003
00:00
Поделиться
;