Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Серафим-Дивеево мăнастирĕнче пулнă

Православи чиркĕвĕн халапĕсем тăрăх, Турă Амăшĕн çĕр çинче вăл пăхса тăракан тăватă сăваплă вырăн пур-мĕн. Вĕсем - Ивери, Афон, Киев тата Дивеево. Чăвашсене вара Чулхула облаçĕнче вырнаçнă Серафим-Дивеево мăнастирне çитсе курма майсем ытларах. Ахальтен мар таса вырăна, сăваплă кĕтесе сипленме, курса тĕлĕнме каякансем питĕ йышлă. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ хăйĕн ĕçченĕсене паллă вырăна çитсе курма майсем туса панă. Районти шкул директорĕсем, шкулсенчи профком председателĕсем, Вăрнарти 2-мĕш шкул вĕрентекенĕсем, ача сачĕсен заведующийĕсем Дивеевăри паллă архитектура палăкĕсем патĕнче пулнă, Дивеево салинчи чаплă, мăнаçлă чиркÿн пуян историйĕпе паллашнă, сиплĕ шывĕнче çăвăннă.


21 июля 2003
00:00
Поделиться
;