Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен семинар-канашлăвĕ

«Янгорчино» тата «Победа» ялхуçалăх производство кооперативĕсеннче кăçалхи ултă уйăх итогĕсем тăрăх районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен семинар-канашлăвĕ пулса иртрĕ. Унта çавăн пекех Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата ăратлăхпа ĕçлекен управленийĕн тĕп специалисчĕ И.Чекмарева, республикăри ветеринари лабораторийĕн пай пуçлăхĕ С.Хорьков, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, хуçалăхсен тĕп зоотехникĕсемпе ветеринари врачĕсем, фермăсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. Малтанах семинар-канашлăва хутшăннисем Çĕрпелте выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе компьютерпа усă курса йĕркеленипе паллашрĕç, фермăра витесене выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрленипе кăсăкланчĕç, траншейăсене сенаж хывнă, курăк çулнă тата сăвакан ĕнесене ешĕл конвеер çине куçарнă хыççăн электрокĕтÿçпе усă курса кĕтсе çÿренĕ çĕрте пулчĕç. «Победа» ялхуçалăх производство кооперативĕнче семинар-канашлăва хутшăннисем малтанах клевер пуссинче сенаж валли ешĕл масса çулнă çĕрте пулчĕç, мăйракаллă шултра выльăхсен фермине çитсе курчĕç. Семинар-канашлăвăн малашнехи теориллĕ пайĕ Хирпуçĕнчи культура çуртĕнче иртрĕ. Унта «Янгорчино» тата «Победа» ялхуçалăх производство кооперативĕсен ертÿçисем Г.Романовпа А.Семенова, район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ Г.Романов, районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Н.Тихонов, Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата ăратлăхпа ĕçлекен управленийĕн тĕп специалисчĕ И.Чекмарева, республикăри ветеринари лабораторийĕн тĕп пуçлăхĕ С.Хорьков, район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн пай пуçлăхĕ А.Ильин, шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев тухса калаçрĕç. Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин ертсе пычĕ, пĕтĕмлетÿ сăмахĕ каларĕ.


21 июля 2003
00:00
Поделиться
;