Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп тĕллев - вĕрентÿ тытăмне лайăхлатасси

Юлашки çулсенче вĕрентÿ тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Тунă ĕçсем питĕ пĕлтерĕшлĕ:çĕнĕ шкулсен строительстви, вĕсем патне çул хывни, газификацилени, çĕнĕ учебниксемпе тивĕçтерни, «Шкул автобусĕ» программăна пурнăçлани. Вĕрентĕве кирлĕ шая çитересси, ачасене пĕлÿ илме тивĕçлĕ условисем туса парасси - паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри. Черетлĕ вĕренÿ çулĕ те хыçа юлчĕ. Халĕ ăна пĕтĕмлетме тата малашне тума палăртнă ĕçсем пирки калаçма вăхăт. Пирĕн корреспондент район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕпе Л.А.Никифоровапа тĕл пулнă, ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. - Людмила Аркадьевна, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен экспериментне хутшăннин икĕ çулхи тишкерĕвĕ вĕренекенсен пĕлĕвне туллин хаклама май пачĕ. Малтанхи тапхăрти кăтартусем япăх пулмарĕç. Кăçал еплерех-ши; - Экспериментăн малтанхи икĕ тапхăрĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен тĕллевне тÿрре кăларчĕç. Пĕрремĕш çул районта 11 класран вĕренсе тухакан 478 çамрăкран 101-шĕ, иртнĕ çул 418 вĕренекенрен 217-шĕ ку мелпе экзаменсем тытнă пулсан, кăçал ăна 303-ĕн суйласа илнĕ. Хăйсен ирĕкĕпе 11 шкулти 65 вĕренекен - физика, 15 шкулти 55 вĕренекен - биологи, 10 шкулти 37 вĕренекен - истори, 5 шкулти 29 вĕренекен - обществознани, 8 шкулти 18 вĕркенекен - хими, 3 шкулти 15 вĕренекен -чăваш чĕлхи, 2 шкулти 3 вĕренекен географи предмечĕсемпе экзаменсем тытрĕç. ППЭ кăтартăвĕсем çапла. Математикăпа ачасен 17 проценчĕ «5» (пĕлтĕр 7 процент), 45 проценчĕ - «4», 33 проценчĕ - «3», 5 проценчĕ - «2», вырăс чĕлхипе - 9 проценчĕ - «5», 47 проценчĕ - «4», 38 проценчĕ - «3», 5 проценчĕ - «2» паллăсем илнĕ. Уйрăмах Хапăс, Аçăмçырми, Ярмушка, Кульцав, Кÿстÿмĕр, Санарпуç, Хирпуç шкулĕсенче вĕренекенсем тарăн пĕлÿ кăтартнă. Çавăн пекех хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе те экзаменсене аван тытнă, чăваш чĕлхипе тата географипе «иккĕ» илекен пулман. Чи пысăк 100 баллран 90 балл пуçтарма пултарнă ачасене ятранах асăнас килет. Вĕсем - лицейри Алексей Быков, Екатерина Миговарова, Руслан Павлов, Георгий Федотов, Инна Андреева, Вăрнарти пĕрремĕш вăтам шкулти Нина Калитова, Ярмушкари Татьяна Томашова. Пĕтĕмĕшле илсен, районти кăтартусем республика шайĕнчи пекех. Çакна та палăртма кăмăллă. Кăçал районти шкулсенчи 20 медалист вĕренсе тухрĕ. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти Наташа Трофимова ылтăн медале тивĕçрĕ. Кĕмĕл медаль илекенсем - 19-ăн: Юрий Архипов, Людмила Бойцова, Евгений Волков, Людмила Синдячкина, Айгуль Ильясова, Руслан Павлов, Алексей Быков (лицей), Римма Дмитриева, Анжела Ефремова, Нина Калитова, Елена Орлова, Евгения Павлова (Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул), Алексей Кузьмин, Алина Куликова, Ирина Смирнова (Аçăмçырми), Иван Титов (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Ирина Семенова, Светлана Владимирова (Калинино), Элла Фролова (Ярмушка). - Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Унччен ачасене йышăнма тивĕçлипе хатĕрленмелле. Районта ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех; - Вĕренÿ учрежденийĕсем кашни çулах ачасене таса, çутă классенче кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кăçал район бюджетĕнчен капиталлă юсав валли икĕ миллион çурă, вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама 150 пине яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă. Уйрăмах паянхи кун Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта пысăк ĕçсем пыраççĕ. Кунта халĕ икĕ хысаклă тăрă тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Çавăн пекех чÿрече рамисене çĕнĕрен улăштарнă, шкула кĕмелли тамбур тума тытăннă. Кунсăр пуçне Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулăн спортзалĕн тата Калининăри ача сачĕн çивиттине те çĕнетнĕ. Çĕрплети ача садĕнче те чылайранпа юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта ăшă системин, шыв, канализаци пăрăхĕсене йăлтах çĕннипе ылмаштарнă, шалти юсав ĕçĕсене ирттернĕ. Кашни шкултах çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленеççĕ - классене çуса тасатаççĕ, сăрлаççĕ, илемлĕ сăн кĕртеççĕ. - Ял шкулĕсене реструктуризацилесси - вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарассипе тунă пысăк утăм. Пĕлтĕр пирĕн районти шкулсенче те çĕнĕлĕхсем пулнăччĕ. Кăçал реструктуризаци планне миçе шкула кĕртнĕ; - Хулапа ял шкулĕсем хушшинчи танмарлăха пĕтерес, пĕлÿ шайне ÿстерес, ачасен тавракурăмне анлăлатас тĕллевпе иртнĕ çул Туçи Мăратра, Ярмушкара, Калининăра база шкулĕсем туса хутăмăр. Çĕнĕлĕхсем кăçал та пулаççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен районта тата виçĕ çĕнĕ шкул автобусĕ çула тухĕ. Ярмушкари база шкулне пĕлтĕр микроавтобус панăччĕ, кăçал вĕренекенсене чăваш тĕрриллĕ сарă автобус леçĕ. Микроавтобус туçи çармăссен аллине куçĕ. Унпа Тимĕрчкассинчи тата Кив Сăрьел пуçламăш класс ачисене вăтам шкула турттарчĕç. Çавăн пекех Чалăм Кăкшăм, Хурăн Кăкшăм ачисен кулленхи çулçÿревĕ те çăмăлланĕ. «Çĕнĕ шкул» программăпа тивĕçнĕ автобус вĕсене Калининăри вăтам шкула пĕр чăрмавсăр çитерĕ. Хирпуç шкулне те пысăк улшăнусем кĕтеççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнчен кунта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул кăна юлĕ, аслă классене Çĕрпелти вăтам шкулта хапăлласа йышăнĕç. Вĕсен инçе çулне те автобус кĕскетĕ. - Вĕрентÿ тытăмне информатизацилени - шкулсене çĕнетсе улăштарнин тĕп ĕçĕсенчен пĕри. Президент программипе кашни шкула компьютерсемпе тивĕçтерчĕç. Учительсене, ачасене вĕсемпе ĕçлеме вĕрентесси мĕнле шайра пулса пырать; - Çапла, информаци технологийĕсем вăй илнĕ тапхăрта пурнăç пурне те компьютерпа ĕçлеме хистет. Халĕ кашни шкултах пур «ăслă машинăсем». Çав вăхăтрах Калининăра, Мăн Явăшра, Санарпуçĕнче тăватшар, Çĕрпелĕнче виçĕ компьютерпа, Вăрнарти шкулсенче компьютер класĕсемпе усă кураççĕ. Хăшпĕр шкулсем хăйсен шучĕпе сканерсем илме пултарчĕç. Нумайăшĕн тĕнче уçлăхĕпе - Интернетпа - çыхăнма май пур. Ачасем кăсăкланса, хавхаланса вĕреннине палăртмалла, кĕске вăхăтра тĕрлĕ программăра ĕçлеме хăнăхни те савăнтарать. Ятарлă кружоксене те хаваспах çÿреççĕ вĕсем. Учительсем халĕ вĕренÿ процесĕнче информаци технологийĕсемпе тăтăшах усă кураççĕ. Компьютерсем пурри вĕсен ĕçне те çăмăллатрĕ - тĕрлĕ документацисем хатĕрлеççĕ, дискетăсемпе усă курса курăмлă уроксем ирттереççĕ. Кăмăлĕ, вĕренес туртăмĕ пулсан чи ансат программăсене ăса хывма вăхăт та нумай кирлĕ мар. Кăçал, сăмахран, библиотекарьсем, учительсем Вăрнарти 2-мĕш шкулта йĕркеленĕ ятарлă компьютерпа ĕçлеме пĕлÿ илчĕç. Çавăн пекех кун пек вĕренÿсем каникулсем вăхăтĕнче информатика учителĕсем ертсе пынипе кашни шкултах иртрĕç. - Пур шайри ертÿçĕсемпе педагогсен тимлĕхре тытмалли тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту вăл - шкул ачисен сывлăхĕ. Март уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри семинар-канашлура РФ Вĕрентÿ министерствипе ЧР Министрсен Кабинечĕ республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсене спортинвентарĕсемпе, оборудованисемпе тивĕçтерес тĕллевпе 6 миллион тенкĕлĕх килĕшÿ тунăччĕ. Пирĕн района мĕн чухлĕ укçа тивĕçĕ-ши; - Ачасемпе çамрăксене сывă ÿсме пулăшас тĕллевпе республикăра ятарлă программăсемпе ĕçлеме пуçларĕç. Иртнĕ çул физкультура урокĕсене ÿстернин сăлтавĕсем те уçăмлă - ÿссе пыракан ăру сывлăхне çирĕплетме, пур енлĕ аталантармалла. Ăс-хакăл пуянлăхĕ кăна çителĕксĕр, ачан кĕлетки хавшак, сывлăхĕ начар пулсан вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыраймасть вăл, пĕлÿпе туллин усă кураймасть. Район бюджетне йышăннă чухне спортинвентарьсем туянма 200 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республики тунă килĕшÿ тăрăх тата тепĕр çавăн чухлĕ. Халлĕхе документацисемпе кăна ĕçлеç-ха. 400 пин тенкĕ пур шкула та спорт çи-пуçĕпе тата спорт хатĕрĕсен тулли комплекчĕсемпе тивĕçтерме çителĕксĕр, паллах. Çавăнпа вĕрентÿ учрежденийĕсен хăйсен те ытларах тăрăшма тивет - хăшĕ спонсорсене явăçтарма пултарать, тепри шкул çумĕнчи хушма хуçалăх тупăшĕнчен физкультурăпа спорта аталантарма укçа-тенкĕ уйăрать тата ыт. те. - Апрель вĕçĕнче РФ чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри управленийĕн пушар службипе Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕ шкулсенче тĕрĕслев ирттернĕ чухне чылай çитменлĕх пуррине палăртнăччĕ. Вĕсене пĕтерме пулать-и; - Чăнах та, тĕрĕслев вăхăтĕнче чылай çитменлĕхе тупса палăртрĕç. Пушар сÿнтермелли хатĕрсем, инвентарьсем çителĕксĕррине кура вĕсене районти мĕнпур вĕренÿ учрежденийĕсене туянса патăмăр. Уйрăмах йывăç шкулсем пушар тухас хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Енĕш, Малтикас Ялтăра, Иртеменкасси, Çарăклă, Шĕнер Ишек шкулĕсенче ĕçсем чылай-ха - çуртсен ăшчиккисене штукатурка тумалла тата çулăм хыпса илесрен сыхлакан шĕвекпе сĕрмелле. Шкул директорĕсем ку тĕлĕшпе тимлеççĕ. Августра йышăну комиссийĕ пур шкула та вĕренÿ çулне хатĕррине çирĕплетессе шанас килет...


24 июля 2003
00:00
Поделиться
;