Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăкăр чирĕсем

Çĕрулми чирĕ («тăсăлакан» чир) тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăра айăплать. Ăна спорăна куçакан бактерисем пуçараççĕ. Ку бактерисем тăпрара пулаççĕ. Çавăн пекех вĕсем çĕрулминче яланах пур. Чир ячĕ шăпах çакăнтан пуçланса кайнă. Бактерисем тăпраран тырă çине, унтан çăнăха куçаççĕ. Спорăсем пысăк температурăна та чăтаççĕ, çавна май çăкăр пĕçернĕ чухне те пĕтмеççĕ. Çăкăр сивĕннĕ май спорăсем шăтаççĕ, лайăх условисем пулсан хăвăрт ĕрчеме пуçлаççĕ. Çак условисен шутне çăкăр çемçин температури 35-40 градус ăшă пулни, нÿрĕклĕхĕ пысăкки, йÿçеклĕхĕ пĕчĕкки, çăкăра япăх уçăлтаракан ăшă пÿлĕмсенче пĕр-пĕрин çине хурса усрани кĕреççĕ. Çĕрулми чирĕ ернĕ çăкăр çемçи йĕпе те çыпçăнакан пулать, хуçнă чухне çип евĕр тăсăлать, майĕпен хуралать, çĕрекен улма-çырлан ырă мар шăрши кĕме пуçлать. Çĕрулми чирĕ çын сывлăхĕшĕн хăрушă мар, анчах та çăкăр пахалăхĕ япăхланнă пирки вăл апатра усă курма юрăхсăр. Çăкăра çĕрулми чирĕнчен сыхлас тесен чуста туса хатĕрлемелли технологине çирĕп пăхăнмалла. Чустана çĕрулми чирĕн бактерийĕсене аталанма чарса тăракан, чуста йÿçеклĕхне ÿстерекен препаратсем хушмалла. Пиçнĕ çăкăра хăвăрт сивĕтмелле. Сивĕнсе çитмен çăкăра автомашинăпа тиесе ямалла мар. Магазинсенче вентиляци уçăлтаракан пÿлĕмре усрамалла, çÿлĕксене 1 процентлă уксус шĕвекĕпе йĕпетнĕ нÿрĕ пусмапа сиенсĕрлетмелле. Çăкăр сывлăшран питех те пĕчĕк кăмпасем лекнĕ хыççăн кăвакарма пуçлать. Малтан çиелти хытă сийĕ, унтан шалти çемçе пайĕ кăвакарать. Çакăн пек çăкăрта наркăмăшлă япаласем - никотоксинсем пур. Çавăнпа вăл апатра усă курма юрăхсăр. Çăкăра тĕттĕм, нÿрĕ, япăх уçăлтаракан вырăнта усрани ăна хăвăртрах кăвакарма пулăшать. Типĕ, лайăх уçăлтаракан пÿлĕмсенче кăна кĕске вăхăт усрама юрать. Цехра кăвакарнă çăкăр пулсан ăна çийĕнчех илсе тухмалла. Цехсенчи оборудование, пĕçернĕ чухне усă куракан инвентаре таса тытмалла. Пÿлĕме тата оборудование ятарлă хими препарачĕсемпе - фунгицидсемпе сиенсĕрлетмелле. Çăкăр турттаракан фургонсемпе лотоксене уксус кислотин 2-3 процентлă шĕвекĕпе дезинфекцилемелле. Пурă чирне çĕпре евĕрлĕ кăмпасем пуçарса яраççĕ. Вĕсем çăнăхра пулаççĕ. Кăмпасем аталаннă май çăкăрта пурăна аса илтерекен шурă, типĕ, порошок евĕрлĕ пăнчăсем пулаççĕ. Çак кăмпасен спорисем пысăк температурăна та чăтма пултараççĕ, çăкăр пиçнĕ вăхăтра та пĕтмеççĕ. Çак чир питех те сайра тĕл пулать. Вăл çыншăн сиенлĕ мар, анчах та çăкăр тавар пахалăхне çухатать. Ÿсĕр çăкăр текен чире питех те вĕтĕ кăмпасем пуçараççĕ. Вĕсем уйра хĕл каçнă тырăра тата кая юлса пулса çитекен ырашпа тулăра пулаççĕ. Ку кăмпасем кăларакан наркăмăшлă япала (токсин) çăкăра пĕçернĕ чух та пĕтмест. Çак кăмпасемпе вараланнă тырăран пĕçернĕ çăкăра çинĕ хыççăн пуçланакан чир алкоголлĕ шĕвек ĕçсе наркăмăшланнине аса илтерет. Çавăнпа «ÿсĕр çăкăр» тенĕ те. Чир ытларах чухне иккĕмĕш талăкра иртсе каять. Çăкăр çинче те тепĕр чухне юн евĕрлĕ лăймакаллă хĕрлĕ пăнчăсем пулаççĕ. Вĕсем хăвăрт сарăлса кайса çăкăра йăлтах йĕпе пленкăпа хупласа хураççĕ. Ку пăнчăсене микроорганизмсем пуçарса яраççĕ. Çакăн валли сывлăш нÿрĕк пулни тата 25 градус ăшă кирлĕ. Пысăкрах температурăра пăнчăсем пуçланса каймаççĕ. Çакăн пек çăкăр сиенлĕ мар, анчах та унăн тути тата тĕсĕ улшăннă пирки унпа апатра усă курмаççĕ. Çăкăр çинче çÿлерех асăннă чирсене асăрхасан патшалăхăн санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи центрне пĕлтерĕр.


25 июля 2003
00:00
Поделиться
;