Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрханни кирлех

Çулла çитрĕ те, çĕрулми пуссинче колорадо нăррине пĕтерес ыйту каллех ытти çулсенчи пекех çивĕч тухса тăчĕ. Çулран çул вăйлăрах, хăватлăрах хими имçамĕсемпе усă кураççĕ ку тĕлĕшпе. Акă, халĕ çынсем ытларах сирпĕтекен «актарăпа» имçамланă хыççăн нăрăсемпе вĕсен личинкисем ним юлмиччен пĕтеççĕ, ана çинче чылай вăхăт курăнмаççĕ. Анчах хими препарачĕсем ялхуçалăх культурисене сăтăр тăвакан кăпшанкăсене пĕтереççĕ кăна мар, çынсен организмĕ çине те сиенлĕ витĕм кÿреççĕ. Акă, Пăртасри С. анкартинчи çрулмине «актарăна» шăпăрпа пĕрĕхнĕ. Хÿтĕленмелли тумтирне тата куçлăхпа усă курман вăл. Çакăн хыççăн унăн куĕсем хĕрелнĕ, япăхрах курма пуçланă. Çакă темиçе куна пынă. Вăрнарти Г. вара пĕрлешÿллĕ садра пульверизаторпа, анчах та çиллĕ çанталăкра сирпĕтнĕ. Вăл та хÿтĕлекен тумтир, куçлăх тăхăнман. Унăн куçĕ хĕрелсе темиçе кун япăхрах курнă. Асăрханни кирлех çав хими имçамĕсемпе усă курнă чухне, инструкцие çирĕп пăхăнса ĕçлемелле вĕсемпе. Унсăрăн пысăкрах инкек те курма пулать.


25 июля 2003
00:00
Поделиться
;