Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Химик» команда çĕнтерчĕ

Футбол вăййисене кăмăллакансем республика чемпионатĕнче пыракан ăмăртусене сăнасах тăраççĕ. Унта Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн «Химик» команди çитĕнÿсем тунине палăртмалла, пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вăл иккĕмĕш вырăнта пырать. Нумаях пулмасть Чăваш Ен чемпионачĕн аслă дивизионĕнчи ăмăртусен 12-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Хальхинче «Химика» Улатăрти «Спутник» командăпа выляма тиврĕ, вăйă Вăрнарти «Химик» стадионта иртрĕ. Куракансем питĕ йышлăн пулнине асăнса хăвармалла. Пĕрле ĕçлекенсем, футбола юратакансем хамăрăн футболистсене хавхалантарса тăчĕç, «Химик !», «Химик!» - тесе кăшкăрни матч вĕçлениччен те лăпланмарĕ. Хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников, унăн çумĕсем те завод командишĕн «чирлеме» тухни савăнтарчĕ. Тĕлпулу çивĕч тупăшура иртрĕ. Мĕн вăйăсем вĕçленичченех пирĕннисем ытларах тапăнса вылярĕç. Матчăн иккĕмĕш пайĕнче пушшех те. Вăйă вĕçленсе пырас умĕн химиксем улатăрсен хапхине çине-çинех темиçе «гол» кĕртрĕç. Мечĕк тапса кĕртекенсем Юрий Кудрявцев, Андрей Устимов, Александр Гришанькин, Алексей Князев пулчĕç. Матч «Химик» команди «Спутника» 5:1 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ.


25 июля 2003
00:00
Поделиться
;