Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрисене çулса илнĕ, теприсем лекеймен-ха

Юлашки вăхăтра Вăрнар поселокĕнче автомашинăсене каçсерен тустарнă тĕслĕхсем нумайланнăччĕ. Шутсăр сĕмсĕр ушкăн ĕçлени тÿрех паллă пулнă-ха, анчах путсĕрсем йĕркелĕх хуралçисен аллине ниепле те лекеймен. Вĕренĕн те вĕçĕ пур тенешкел, çакскерсем те милиционерсем аллине çакланнă. Туссене поселокри Ж.Илюкин урамĕнчи 42-мĕш çурт килхушшинче машинăпа пулхатнă вăхăтра çулса илнĕ. Иккĕшĕ - вăтăр иккĕри С. тата вăтăр çиччĕри Я. - Вăрнар районĕнчен, унччен темиçе хутчен те судпа айăпланă, ниçта та ĕçлемен. Тепри, 1985 çулта çуралнă П., Вăрнар каччи, ялхуçалăх техникумĕн студенчĕ. Çак çулта тата тепĕр ырă мар ĕç çыхăннă: кунти пĕр хваттертен «Рубин» телевизор, «Самсунг» музыка центрĕ, дисксем т.ыт. те - пурĕ 13 пин те 900 тенкĕлĕх - çаратса кайнă. Вăрă хуçисем яла кайнине пĕлнĕ пулас, хваттере çăра юраттарса кĕнĕ. Пурлăх вăрлакансем пĕччен е иккĕн пулнă-ши; Халлĕхе ку та паллă мар-ха.


25 июля 2003
00:00
Поделиться
;