Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пирĕн интервью: Вăрнарта лайăх врачсем ĕçлеççĕ

Уйăх пуçламăшĕнче сывлăх сыхлавĕн «Вăрнар район тĕп больници» муниципаллă учрежденийĕнче тĕп врач улшăнчĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн приказĕпе килĕшÿллĕн районти сиплев учрежденийĕсене ертсе пыма О.Казакована çирĕплетнĕ. Пирĕн корреспондент, тĕп врачпа тĕл пулса, унран вăл районти сывлăха сыхлас ĕçри лару-тăрăва çĕнĕ çын куçĕпе еплерех курни пирки каласа пама ыйтнă. - Ольга Михайловна, малтан халăха кĕскен хăвăрпа паллаштарсан аван пулмалла. - Эпĕ Тольятти хулинче çуралса ÿснĕ. Унтах вăтам шкулта вĕрентĕм, медицина училищинче пĕлÿ илтĕм. 1984 çулта Горькинчи медицина институтне вĕренме кĕтĕм. 1990 çулта унтан аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тухрăм. Институт хыççăн врач-терапевт пулса тĕрлĕ вырăнсенче, çав шутра Йĕпреçри район больницинче пиллĕк çул, ĕçлерĕм. 2003 çулхи январьте Пăртасри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче ĕçлеме пуçларăм. Халĕ, акă, «Вăрнар район тĕп больници» муниципаллă учрежденин тĕп врачĕ. - Эсир пирĕн районта нумаях мар-ха. Апла пулин те Вăрнар тăрăхĕнче сывлăха сыхласси еплерех пулса пыни пирки хăвăрăн шухăша палăртма ĕлкĕртĕр пулĕ. - Медицина пулăшăвĕ парассипе районта пысăк йыш ĕçлет. Коллектив аван. Врачсен ушкăнĕ питĕ лайăх. Вĕсен квалификацийĕ пысăк. Тава тивĕçлĕ врач ята илнисем нумай. Йĕпреç районĕнче çак чыса тивĕçлĕ пулнисем ун чухлĕ çук. Сывлăха сыхлас ĕçе аван йĕркеленĕ. Анчах та больница хуçалăхне тивĕçлĕ шая çитерме укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Юсав ĕçĕсем нумай туса ирттермелле. Врачсем çитмеççĕ, штатпа пăхнă хисепĕн 83 проценчĕ чухлĕ кăна пур. Район больницине кадрсемпе çирĕплетессипе çине тăрса ĕçлеме пуçлăпăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе пулăшма шантарчĕ, çынсем пирĕн пата килччĕр, чылай вăхăтлăха ĕçлеме юлччăр тесе кирлĕ условисемпе тивĕçтерме сăмах пачĕ. Врачсем хăйсен ăсталăхне кашни уйрăммăн ÿстерсе пыраççĕ. Вăтам звенори кадрсем 100 проценчĕпех пур. Халĕ терапи уйрăмне юсассипе пысăк ĕçсем пыраççĕ. Çавна май ку уйрăм хупă тăрать. Кĕçех ача çураттармалли уйрăмра юсав ĕçĕсем пуçăнмалла. Ăшă трассине йĕркене кĕртессипе ĕçлетпĕр. Санарпуçĕнчи культура çуртĕнче вырнаçнă фельдшер пунктне юсама пуçланă. Çавăн пекех Калининăри участок больницин тăррине йĕркене кĕртмелле. - Сиплев учрежденийĕсене медицина оборудованийĕпе, эмелсемпе, сыватнă чухне усă куракан ытти япаласемпе тивĕçтересси еплерех пулса пырать тата; - Йĕпреç районĕпе танлаштарсан кунта медицина оборудованийĕпе тивĕçтересси çителĕксĕртерех пулса пырать. Çавна пулах чĕре еплерех ĕçленине ультрасасăпа тĕрĕслессине (УЗИ сердца) йĕркелемен. Район пысăк. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракансем нумай, анчах та диагностика тăваймастпăр. Ку аппарат пулăшнипе вара врач вырăнтах диагноз лартма пултарать. Чирлĕ çыннăн республикăри кардиодиспансерăн диагностика центрне кайма кирлĕ мар. Пĕтĕм ĕçе вырăнтах йĕркелеме пулать. Пирĕн çакăн валли аппарат пур. Приставки кăна çук. Эпир кун пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствинче сăмах хускатрăмăр. Приставкăна килес çул параççĕ. Анчах та вăл питĕ хаклă тăрать. Район администрацийĕ пулăшсан эпир килес çул çавăн пекех УЗ ДГ тата УЭК аппаратсем илме плана кĕртрĕмĕр. Кусем пуç миминчи тата пĕтĕм организмри юн тымарĕсене тĕрĕслемелли аппаратсем. Вĕсемпе усă курма пуçлани районшăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен çав тери нумай çын юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăрать. Иккĕмĕшĕнчен ку çара каякансемпе ыйтăва татса пама пулăшать. Халĕ вĕсене сывлăхне тĕрĕслеттерме ытти çĕре яраççĕ. Аппаратсене туянсан çакна малашне пирĕн больницăрах пурнăçлама май килĕччĕ. Чылай аппаратсем кивĕ, иртнĕ ĕмĕрти çитмĕлмĕш çулсенче кăларнăскерсемех. Ку ыйту пирĕн патра кăна мар, республикипех çивĕч тăрать. - Çынсенчен поликлиникăра питĕ тăвăрри пирки калаçнине илтме пулать. Пĕр хушă ăна сарма тĕксе çурт хăпартасси пирки те сăмах пулчĕ. - Тĕксе хăпартнă çурт пирки калаçу пулнă. Анчах та ăна туса лартма 2007 çулта кăна укçа уйăрса параççĕ. Килес çул поликлиникăна тĕпрен юсамашкăн укçа уйăрса пама шантарчĕç. Мĕншĕн тесен кунта питех те юхăнса çитнĕ. - Тепĕр чухне аякри ялсенче пурăнакансем районти тĕп больница поликлиникинче кун каçипе те врачсем, тĕслĕхрен, стоматолог, патне кĕреймесĕрех каялла кайма тивни çинчен калаçаççĕ. - Стоматолог пирки сăмах пуçарсан çапла каламалла. Пирĕн пата иккĕн институт пĕтернĕ хыççăн интернатурăна, тепĕр майлă каласан, практикăна килчĕç. Вĕсем çулталăк практикăра пулаççĕ. Унтан килĕшÿ çыратпăр та тата икĕ стоматолог хушăнать. Юлашкинчен манăн çынсене çапла калас килет: пачах та ан чирлĕр, яланах сывă пулăр. Эпир хамăрăн ĕçе çÿллĕрех шая çĕклессишĕн май килнĕ таран тăрăшăпăр. - Калаçушăн тавтапуç.


25 июля 2003
00:00
Поделиться
;