Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район çыннисем: Ĕç - пурнăç тыткăчи

Химиксен кăçалхи уявĕнче «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционер обществин дирекцийĕпе профсоюз комитечĕ Людмила Владимировна Максимова лаборанткăна 20 çул хушши пĕр вырăнта тÿрĕ кăмăлпа, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе тăрăшса вăй хунăшăн ĕç ветеранĕн Дипломĕпе, Хисеп грамотипе тата укçан преми парса чыс тунă. Юханшыв та çăлкуçсенчен пуçланнă евĕр, Людмила Владимировнăн ÿсĕм çулĕ хăçан тата мĕнле майпа тымар янă-ха; Хĕрĕх виçĕ çулхи Л.Максимован пурнăçĕнче кукăр-макăр сукмаксем, тĕлли-паллисĕр ирттернĕ вăхăт пачах пулман. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йăлтах вĕренÿре тата ĕçре иртнĕ. Тен, ашшĕпе амăшĕн пилĕ ăна тĕрĕс çултан пăрăнтарман; - Ÿссе çитĕнтĕн, хĕр шутне кĕтĕн. Малашне пурнăçна хăв пĕлнĕ-пултарнă пек йĕркеле. Вĕренме тăрăш, унсăрăн йывăр пулĕ. Асту, ĕçрен нихçан та ан хăра. Вăл - сана çĕклекенни, вăй параканни, чыс-хисепе кăлараканни. Пил сана!- тенĕ вĕсем. Çапла пуçланнă Людмилăн пурнăç пуçламăшĕ. Савăнăç-телейĕ те, хурлăх-терчĕ те - пурте малта тăнă. Ача чухнехи çунатлă ĕмĕчĕсем те ирхи тĕтре пекех хăвăрт сирĕлнĕ. Аса илер-ха вĕсене. Вăрнарти иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕреннĕ чухне хăва хулли пек çинçе кĕлеткеллĕ, йăрă та çаврăнăçуллă Людмилăн çепĕç чунĕнче тĕрлĕрен çунатлă ĕмĕтсем çуралнă: хăй килĕштернĕ учительница урокĕнче ларнă вăхăтра ун пекех вĕрентекен пулас килнĕ, поэзи ытамне лексен, хăй те сăвă çырас туйăмпа çунатланнă, вăрттăн, никама систермесĕр чунри туйăмĕсене тетрадь листисем çине пĕрчĕн-пĕрчĕн шăрçаланă. Килĕнчи библиотекăри сăвă кĕнекисене миçешер хут вуласа тухман-ши вăл; Вырăс тата совет классикĕсен хайлавĕсем ăна пурнăç сукмакĕсене тĕрĕс суйласа илме, ултавпа чăнлăха хăвăрт уйăрма, хак пама вĕрентнĕ, ăс-тăнне, тавракурăмне анлăлатма пулăшнă. Людмила поэзи ытамĕнче чылайччен киленеймен, пурнăç шăпи ăна урăх сукмакпа уттарнă. Вăл вулакансене хăйĕн хайлавĕсемпе савăнтарайман, ачасен ăс-хакăлне те туптайман, пачах урăхла - амăшĕ пекех хими заводĕнче ĕçлеме тĕллев тытнă. Римма Григорьевнăн пилĕ те вырăнлă пулнă пуль çав. Вăл та, заводра хĕрĕх çул ытла ĕçлесе, ватлăхри канăва тухнă, нумай наградăсене тивĕçнĕ. Хими завочĕ çултан- çул çĕнелсе тата кунта туса кăларакан продукци пахалăхĕ лайăхланса пынă май, цехсенче ĕçлеме пысăк квалификациллĕ, ăста кадрсем кирлĕ пулнă. Çакна асра тытса, Людмила Владимировна Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи техникумне вĕренме кĕнĕ. Ăна лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, вăл Вăрнарти хими завочĕн лабораторийĕнче ĕçлеме тытăннă. Чăнкă сăрта улăхма хăнăхнă Людмила Владимировна çĕнĕ йышра çухалса кайман, хăйне ĕçри çыпăçулăхĕпе, вăр-варлăхĕпе, çирĕп тĕллевĕпе ыттисене хисеплеттерме пултарнă, пирвайхи кунах ырă енĕпе кăтартнă. Çирĕм çул хушшинчи унăн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме те хĕн. Паллах, асапĕ-инкекĕсĕр ÿсĕмĕ пулман: чăтнă, тÿснĕ. Тĕлĕнмелли çук, хăшпĕрисем йывăрлăхсене хирĕç утасшăнах мар. Ун пеккисем пирки Людмила Владимировна çапла хуравларĕ: - Пирĕн патра вăхăтлăха ĕçлесе пăхнисем те пулкаларĕç. Лабораторинче вăй хуракансен яваплăхĕ уйрăмах пысăк, мĕншĕн тесен продукци пахалăхĕ вĕсенчен нумай килет. Енчен те лаборант тĕрĕс анализ тăваймарĕ-тĕк, продукци пахалăхĕ чакать, ăна пăрахăçлама та пултараççĕ. Ун пек чухне пирĕн ĕçре яланах яваплă, тÿрĕ чунлă пулмалла, пĕтĕм вăя продукци пахалăхĕ çине ямалла. Пăта пек çирĕп те тĕрĕс сăмахсене кам хирĕçлĕ; Людмила Владимировна, мĕн ачаран пурнăçри кăлтăксене хăвăрт сирме хăнăхнăран, паян кун та лабораторинче ĕçлекенсем хушшинче пысăк хисепре. Ĕçченлĕх, çирĕплĕх, чăтăмлăх - акă унăн ÿсĕмĕнчи чи лайăх енсем. Паллах, пурнăç çулĕ ĕмĕр тăршшĕпех пĕр пек килмест, никам умне те яка, такăр çул хывман, мамăк тÿшек сарса хуман. Харпăр хăй вăй хумасан, çамка çине тар кăлармасан умри тĕллев патне çитме йывăр. - Ĕç вăл, вăйлă тапса тăракан çăлкуç пек, пурсăмăра та тăрантарать, аталантарать, чыса кăларать, чуна канăçтарать, ăсна та мăкланма памасть. Ĕçре кăна чун та, ăс та пĕр-пĕринпе пурнăç тыткăчи, - терĕ Людмила Владимировна, ашшĕпе амăшĕн пилне аса илнĕ май. Пысăк хисеп малашне те тараватлăрах пулма, тунă ÿсĕмсемпе лăпланса лармасăр, малалла та çирĕп утăмсемпе хăватлăн талпăнса ĕçлеме хистет. Эппин, Людмила Владимировнăна канăçсăр та яваплă ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунар.


25 июля 2003
00:00
Поделиться
;