Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Водителĕ кам-ши?

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни нумай чухне инкек патне илсе çитерет. Хăшпĕр водительсем çилпе ăмăртма тăрăшаççĕ курăнать, çын çÿрекен вырăнта та хăвăртлăха чакарма шутламаççĕ. Акă, иртнĕ кĕçнерникун, июлĕн 17-мĕшĕнче, 22 сехе те 30 минутра, çутă тĕслĕ паллă мар ВАЗ-2106 е 2103 автомашина юлташĕсемпе Вăрнарти автозаправка еннелле утакан Наталья Андреевана çапса хăварнă. Авари вăхăтĕнче унăн умĕнчи кантăккисем çĕмрĕлнĕ. Хĕре пулăшас вырăнне водитель инкек пулнă çĕртен питĕ пысăк хăвăртлăхпа Калинино еннелле тарса çухалнă. Йывăр аманса суранланнă Н.Андреевана районти тĕп больницăн реанимаци уйрăмне ăсатнă. Шалти ĕçсен районти пайĕн уголовлă шырав тата ГИБДД уйрăмĕсем автомашина хуçине тупса палăртма район çыннисенчен пулăшу ыйтаççĕ. Пĕлтерекенсен ятне вăрттăнлăхра тытма, укçа тÿлеме шантараççĕ. Курни-пĕлни çинчен 2-10-02, 2-17-87, 1-18-15 телефонсемпе шăнкăравламалла.


25 июля 2003
00:00
Поделиться
;