Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Нумай сăваççĕ, халăхран пухаççĕ

Юлашки кунсенче уяр та ăшă çанталăк тăни выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене тухăçлăрах ĕçлеме пулăшать. Сенаж тата утă валли çулнă нумай çул ÿсекен курăксен кайăвĕ хăвăрт çитĕнет. Апат тулăх пулнăран сĕт сăвасси палăрмаллах ÿсрĕ. «Хорнзор», «Санар», «Янгорчино», «Родник» хуçалăхсенче халĕ кашни ĕнерен куллен пĕр пăта яхăн е ытларах та продукци илеççĕ. «Абызово», МТС «Яуши», Коротков ячĕллĕ, «Правда», «Новый путь», «Победа», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсен те сăвăм районăн вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах. Продукци илессине ÿстернипе пĕрлех чылай хуçалăхра халăхран сĕт пуçтарассипе те аван ĕçлеççĕ. Уйрăмах ку т ĕлĕшпе «Правда» ялхуçалăх производство кооперативĕ ырă тĕслĕх кăтартать. Нурăссем кăçал 80 тонна ытла сĕт пуçтарнă. «Победа» кооперативра та 20 тоннăна яхăн пухнă. Ку тĕлĕшпе çавăн пекех «Самолет», «Родник», «Искра», МТС «Яуши», «Янгорчино», «Родина» хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ.


28 июля 2003
00:00
Поделиться
;