Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пыл хурчĕсем ăнăçлă хĕл каçчăр тесен

Пыл хурчĕсен çемйисене ăнăçлă хĕл каçарасси хурт-хăмăр ĕрчетес тĕлĕшпе çивĕч тăракан, ку таранччен те тĕппипех тĕпчес пĕлмен ыйтусенчен пĕри. Çемье япăх хĕл каçнипе пулакан тăкак вăтамран унран çу каçипе илекен пыл хакĕпе танлашать. 2002-2003 çулсенчи хĕлле хуртсем вилсе пĕтнин сăлтавĕсене тишкерсен çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума парать: 1. 2002 çулхи çуллахи çанталăк условийĕсене (май уйăхĕ сивĕ тăни), чечексенче нектар типсе ларнине тата апатра белок сахаллине пула çемьесенче хĕл каçма аталанса çитнĕ хуртсем ÿссе çитĕнеймерĕç. Çавна май хĕл каçма аталанăвĕпе çуллахи шайри пыл хурчĕсем кĕчĕç. Уйрăм çемьесенче вĕсем хĕл каçма пуçличченех вилчĕç. 2. Çемьесенче 2 çултан аслăрах хурт ами пулни. Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, виçĕ çулти амасен çемйисенче çитĕннĕ хуртсем 54 процент нумайрах вилеççĕ. 3. Хăшпĕр утарçăсем пыл хурчĕсене варроатоз сăвăсĕнчен çулталăкра икĕ хутчен кăна - сентябрьте бипинпа имçамлаççĕ. Çак сăлтава тата пыл хурчĕн организмĕнче белок ахаль те çитмен пирки сăвăссем хăвăрт ĕрчеме пуçларĕç. У йрăм çемьесенче хуртсене 100 проценчĕпех сăвăс ернĕ. Çавна май пыл хурчĕсем кĕркунне е вĕллерен вĕçсе тухнă чухне вилеççĕ. 4. Варроатоз чирĕпе кĕрешнĕ чухне 10 çул пĕр улшăнмасăр бипинпа усă курнăран халĕ çак препарата чăтăмлă сăвăссем пулса кайнă тесе шутлаççĕ. 5. Сироппа апатлантармалли сроксене пăхăнманни, нозематоз чирне хирĕç ноземат препаратпа усă курманни, запас апатпа кирлĕ чухне тивĕçтерменни, çавăн пекех вĕллесен шăтăкне кăшлакан чĕрчунсем кĕресрен сеткăпа картламанни те пыл хурчĕсен çемйисем вилсе пĕтнин сăлтавĕсем пулса тăчĕç. Кăçалхи çуллахи çанталăк условийĕсем те иртнĕ çулхипе пĕр евĕрлĕрех пулса пыраççĕ. Çавна май кăçал та пыл хурчĕсен çемйисем хĕл каçнă вăхăтра çÿлерех асăннă сăлтавсене пула пĕтес хăрушлăх пур. Кун пек пулса ан тухтăр тесен утарçăсен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла: 1. август-сентябрь уйăхĕсенче хĕл каçма юлакан çамрăк пыл хурчĕсене май килнĕ таран ытларах ĕрчетмелле. Çакăн валли: а) йăвара хурт амине çăмарта тума юрăхлă рамкăсем пулмалла* б) мĕнпур тĕп çемьесенче икĕ çултан аслăрах тата çăмарта сахал хуракан хурт амисене улăштармалла* в) май пур чухне пыл хурчĕсене пыл паракан кĕрхи ÿсентăрансем патне илсе тухмалла е амасене çăмарта ытларах хума пулăшакан «Пчелка», ВЭСП препаратсемпе апатлантарассине йĕркелемелле. 2. Пыл уçласа илнĕ хыççăнах фумисан, акарасан, амипол тата ытти препаратсемпе комплекслă усă курса варроатоза хирĕç кĕрешмелли мероприятисене пурнăçламалла. Препаратсемпе усă курас умĕн тата хыççăн сăвăссем мĕн чухлĕ пулнине палăртмалла. 3. Пыл уçласа илнĕ хыççăн йăвана малтанлăха йĕркелемелли ĕçсене туса ирттермелле (кивĕ пирки тĕксĕмленнĕ, сăрă хурт аталанакан куçсем пур, пергаллă рамкăсене кăларса илмелле). 4. Хĕллехи апат запасĕсене пысăклатма сахăр августăн 20-мĕшĕччен памалла. Кĕркунне апатлантарнипе пĕрлех нозематозран хÿтĕленме пулăшакан, çавăн пекех «Пчелка», ВЭСП тата ытти биологилле активлă препаратсене хушмалла. 5. Апатлантарнă хыççăн хуртсем хĕл каçакан вĕллесенчи йăвана юлашки иккĕмĕш хут йĕркелемелле. Çакăн чухне рамкăсене малтан йăва варринче пулнă тата çăвăр кăларнă хыççăн юлнă йĕркепех вырнаçтарма тăрăшмалла. Районти хурт-хăмăр ĕрчетекенсене çитес юнкун пыл хурчĕсене ăнăçлă хĕл каçарас тата килес çул пыл ытларах илес ыйтупа район администрацийĕн актовăй залĕнче иртекен семинар-канашлăва чĕнетпĕр.


28 июля 2003
00:00
Поделиться
;