Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Президент ыйтнине пурнăçламаççĕ

Республикăри ялсене газ кĕртессине икĕ çулта вĕçлес тĕллевпе ĕçлени çинчен куллен хаçатра вулатпăр. Ăна пурнăçлас тĕлĕшпе тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ: бюджетран укçа уйăраççĕ, банксем урлă пĕчĕк процентлă кредит параççĕ тата ытти те. Çаксене ырламалли çеç юлать пирĕн. Анчах Президентпа Правительство йышăннине тата ыйтнине вырăнта пурнăçлама васкамаççĕ. Акă, Ярмушка тăрăхĕнче газ кĕртес тĕлĕшпе 4-5 çул каяллах ĕçе пуçăннă. Паян та ăна вĕçлеймеççĕ. Унта пурăнакансен айăпĕпе мар, тивĕçлĕ организацисем ÿрĕк-сÿрĕк пулнипе. Пуканкасси ялĕнче вăтăра яхăн килте «кăвак çулăмпа» усă курма хатĕрленнĕ. «Уют» общество шалти ĕçсене пурнăçланă, ăна урамри газ трассипе çыхăнтарма пăрăхсене хунă. Анчах ăна икĕ уйăх иртсен те сыпăнтараймаççĕ. Ку организацие темиçе хутчен те аса илтертĕмĕр пуçăннă ĕçе вĕçлесси пирки. Апла пулин те улшăну çук. Кĕркунне çитиччен пирĕн те газ çăмăллăхĕпе усă курасчĕ. Тепĕр çĕрте халăх укçа парса пулăшайманнишĕн ĕç чăхăмлани çинчен çыраççĕ. Эпир вара ăна та хатĕрлерĕмĕр, тÿлерĕмĕр те. Кăçал çумăр чакс-часах çунипе пăрăхсене хывнă траншейăсем юшкăна тулаççĕ, икĕ хут ĕçленĕшĕн «газовиксенчен» ыйтмалла-ши халĕ пирĕн.


28 июля 2003
00:00
Поделиться
;