Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сенаж хываççĕ

Халĕ ял ĕçченĕшĕн хĕрÿ тапхăр. «Юнтапа» ялхуçалăх производство кооперативĕнче те обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессипе тимлеççĕ. Кунта 1500 тонна сенаж хывса хăварма пăхнă. Хальлĕхе 700 тонна хатĕрлеççĕ. Çак ĕçе хăвăртлатма транспорт тивĕçменни чăрмантарать. Сенаж валли курăк çулнă çĕрте Геннадий Филимонов хастар. Симĕс массăна Александр Мажоров, Юрий Андреев, Владимир Сергеев вĕçĕм траншейăна турттараççĕ, Елисей Николаев тракторпа пусăрăнтарать.


28 июля 2003
00:00
Поделиться