Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Халăх пултарулăхĕ: Ăсталама пĕлни - чăн-чăн пуянлăх

Ăсталăх вăрттăнлăхĕсене пĕлекене çĕр çинчи чи пуян çынпа танлаштарас килет манăн. Илемлĕхе курма, туйма, кирек мĕнле йывăç касăкне «сăн кĕртме», унран тĕрлĕ хитре япаласем касса кăларма пĕлни мĕнешкел пысăк телей. Шел, кунашкал пултарулăха Турри пурне те памасть. Пăртас ялĕнчи Эдуард Михайловăн йывăçран касса кăларнă пĕр ĕçне çеç - кухньăра усă курмалли хатĕр-хĕтĕр - курма тÿр килчĕ пулин те, иккĕленместĕп, вăл ăсталанă ытти япаласем те куçа илемпе тыткăнлаççĕ. Акă, унăн эрешлесе касса кăларнă, хĕртсе çунтарнă, лакпа витнĕ ывăсĕсем çине пăхсанах ĕçе чунтан, типтерлĕ пурнăçлани сисĕнет. Ăçта, камран вĕреннĕ-ха ăсталăх вăрттăнлăхĕсене çамрăк çын; - Йывăçран ăсталанă япаласем мана пĕчĕк чухнех килĕшетчĕç. Уйрăмах эрешсемпе хитрелетнĕ çуртсене темччен сăнама пултараттăмччĕ. Анчах ача чухне мана каскалама вĕрентекен пулман, - тет Эдик. Çапах ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пултаратех вăл. Сĕнтĕрвăрринчи 11-мĕш училищĕре пĕлÿ илни ăна пысăк пулăшу кÿрет - кунтан столяр-станочник, сĕтел пукан пуçтаракан, декоративлă япаласем ăсталакан пулса вĕренсе тухать. «Пĕрремĕш пукана ăсталани халĕ те асра, - тет кулкаласа маттур çамрăк. - Тăрăшса, тар юхтарса ĕçлени харама каймарĕ, преподаватель манăн ĕçе пысăк хак пачĕ». Халĕ вара темĕн те пĕр тума пĕлет вăл: чашăк-тирĕк, ывăс, тукмак, гардинăсем, илемлетсе касса кăларнă алăксем, Германи стилĕпе тунă сĕтелсем тата ытти те. «Ылтăн» алăллă каччă канăçа пĕлмест - вĕçĕмех çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем ăсталать. Чăтăмлă пулни, ÿркенменни вара çитĕнÿсем тума пулăшать. Ытларах çăкаран ăсталать. Çавăн пекех ĕçре хурăн, юман йывăçĕсемпе усă курать. «Юманран каскаласа кăларма, авма йывăртарах. Чылай тар юхтарма тивет, - вăрттăнлăхне уçса парать Эдуард Анатольевич. - Анчах ĕçе ăнăçлă вĕçлесен, йывăрри пирки туххăмрах манса каятăн». Училищĕрен вĕренсе тухсан (дипломĕнче «пиллĕк» паллăсем кăна) çамрăк специалист Çĕнĕ Шупашкарти çуртсем тăвакан комбината вырнаçать, компьютерлă станок умĕнче вăй хурать. Тăрăшулăхĕпе ĕçтешĕсен хисепне çĕнсе илет. Комбинатра икĕ çул тимленĕ хыççăн шăпа çамрăка Владимир облаçне илсе çитерет. Мăшăрĕпе, Галинăпа, ывăлĕсем - Дениспа Олег - халĕ те унта пурăнаççĕ. Эдуард та чăннипе унтах тĕпленнĕ. Çуллахи вăхăтра вара тăван тăрăха таврăнать - ялта унăн шăллĕ-йăмăкĕсем пурăнаççĕ. Алă усса лармасть вăл - чĕре туртнă ĕçĕпе ĕçлет. Ылтăн алăллă ăстаçăна паллакан-пĕлекенсем çĕнĕ çуртсене эрешлесе илемлетме час-часах чĕнеççĕ. Тин кăна вăл Элĕк районĕнчен таврăннă. «Мăнаçлă, чаплă пÿртсем хăпартаççĕ унта. Вĕсен чÿречисене, умне, хапхисене капăрлатма уйрăмах кăмăллă. Курăмлăрах та», - каласа парать Э.Михайлов. Хăйĕн çемйипе пурăнма та çакăн пек капмар çурт лартма ĕмĕтленет. Хальхи вăхăтра вăл çăкăр хумалли ĕщĕк хатĕрлеме пуçланă. Ахальли мар, хаваслă кĕвĕ кăлараканни. Асамлă ещĕке Эдуард август уйăхĕнче авланакан юлташне парнелеме шутлать.


31 июля 2003
00:00
Поделиться
;