Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Харпăр хăйне шанмалли кăна юлать

Ĕлĕк-авалтан чăвашсем çамрăк çĕрулмине пĕрремĕш хут августăн 2-мĕшĕнче, Илем кунне, кăларса çинĕ. Анчах та кăçал уйрăм çынсем, пĕлтĕрхи улма пĕтсе пынă май «иккĕмĕш çăкăра» иртерех кăларма пуçларĕç. Тĕрĕссипе, хуçисем мар, вăрăсем тытăнчĕç çак ĕçе. Акă, «Юпитер» пĕрлешÿллĕ садра А. лаптăкĕнчен вунă-вуникĕ тăваткал метр çинчи çĕрулмине кĕреçепех кăларса-çăрса кайнă. Кĕçех Н. лаптăкĕнче те çавăн чухлех çăрса хăварнă. Кун пек тĕслĕхсем татах та пур. Янтă çимĕçе хапсăнакансем ытларах çеçки вăйлă лаптăксене суйласа илеççĕ, хăйсен хура ĕçне ирхине-ирех, хĕвел тухас умĕн, тăваççĕ. Кĕтмен хăнасенчен тĕрлĕ майсемпе хÿтĕленме тăрăшаççĕ çынсем. А. халĕ кашни каçах йытăпа тата ывăлĕпе хурал тăрать. Йĕрке хуралçисем иртнĕ çулсенче те «кукăр алăллисене» тытассишĕн хыпăнсах кайманнине шута илсен, пахчаçăсен пĕрлешÿллĕ садсенчи çĕрулмипе пахçаçимĕçе сыхласа хăварас тĕлĕшпе хăйсем çине шанмалли кăна юлать.


31 июля 2003
00:00
Поделиться
;