Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район делегацийĕ съезда хутшăнчĕ

Иртнĕ эрнере Республикăри хĕрарăмсен канашĕн ХIII съезчĕ иртрĕ. Унта вăрнарсем те хутшăнчĕç. Делегаци йышĕнче тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсем пулчĕç - Л.Михайлова учитель, А.Петрова медсестра, Н.Лаврентьевапа В.Чернова культура ĕçченĕсем, ача сачĕн пртÿçи С.Николаева, Е.Шарипова музей директорĕ, Калинино ял администрацийĕн специалисчĕ А.Петрова. Съезд ЧР Президенчĕ Н.Федоров пĕтĕм хĕрарăмсен ячĕпе ытарлă сăмахсем каланипе пуçланчĕ. Форума ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Партасова, Президент Администрацийĕн ертÿçи Н.Володина хутшăнчĕç. Республика ертÿçисем хĕрарăмсен юхăмне пысăка хурса хакланине çирĕплетсе пачĕç. Республикăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ К.Валицкая отчетлă доклад турĕ, общество организацийĕн икĕ съезд хушшинчи аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл хĕрарăмсен общество пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе районсенчи хĕрарăмсен канашĕсем тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Ку енĕпе Вăрнар районĕ те ырă сăмаха тивĕçрĕ. Н.Партасова вице-министр ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш енри пултаруллă хĕрарăмсене Правительство наградисемпе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче Вăрнарти «Ромашка» ача сачĕн ертÿçине С.Николаевана курма çав тери кăмăллă пулчĕ. Çавăн чухнех канашăн çĕнĕ ертÿçине суйларĕç. Председатель пулма Федерацин почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕн пуçлăхне С.Терентьевана шанчĕç.


31 июля 2003
00:00
Поделиться
;