Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уяр çанталăк васкатать

Юлашки вăхăтра уяр çанталăк тăнипе усă курса хуçалăхсенче утă типĕтсе урана хывассип ытларах тăрăшма пуçларĕç. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма районĕпе ку апат 12086 тонна кирлĕ пулать. Июлĕн 28-мĕшне 3625 тонна, е 30 процент, хатĕрленĕ. Уйрăмах «Искра» ялхуçалăх производство кооперативĕ пултаруллă. Аçăмçырмисем 150 тонна утă типĕтсе упрама тирпейлĕн купаласа хунă. Санарпуçсен кирлĕ хисепĕн 77 проценчĕ (200 тонна), чăрăшкас-мăратсен 74 (200), хирпуçсен 67 (100), хурăнсур-çармăссен 56 (100), шĕнер-ишексен 50 проценчĕ (50 тонна) чухлĕ пур. Утă типĕтнипе пĕрлех сĕтеклĕ апат - сенаж ытларах хатĕрлесе хăварма тăрăшаççĕ хуçалăхсенче. Ку тĕлĕшпе «Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕ пек маттур ĕçлекенсем çук. Çĕрпелсен халĕ траншейăсенчи сенаж хисепĕ 5100 тоннăна çитрĕ. Планпа пăхнă хисепрен 3000 тонна ытларах ку. Эрне каялла вара пурĕ те 1850 тонна кăна пулнă. Çĕрпелсем çавăн пекех 200 тонна утă типĕтнĕ. Сенаж хатĕрлессипе плана ялхуçалăх техникумĕ 400 процент, «Фавн» агрофирма» тулли мар яваплă общество 225, «Победа» ялхуçалăх производство кооперативĕ 183, Коротков ячĕллĕ хуçалăх 160, «Родина» кооператив 150 процент тултарнă. Районĕпе сенаж хатĕрлемелли плана ирттерсе тултарнă. Траншейăсене 24575 тонна сĕтеклĕ апат хывса хăварнă. Планпа 24185 тонна кирлĕ. Çав хушăрах «Правда», «Янишево», «Янсарино», «Урожайная нива», «Агро-инвест» хуçалăхсенче сенаж пачах та çук, «Родник» ялхуçалăх производство кооперативĕнче те кирлĕ хисепĕн 9 проценчĕ чухлĕ кăна пур. Силос халлĕхе пиллĕк хуçалăхра 2800 тонна хывнă. Çав шутра малти-ишексен 500, нурăссен 450, çавалкассен 1100, çĕрпелсен 350, хăмăшсен 400 тонна пур. Нумай çул ÿсекен курăксем çулмалли тата 1742 гектар юлнă. Иртнĕ эрнере 1725 гектар çулнă. «Абызово», «Искра», «Юнтапа», Коротков ячĕллĕ, «Фавн», «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор» хуçалăхсенче вĕсене пуçтарса кĕртессине вĕçленĕ. Çав хушăрах «Самолет», «Янишево», «Янсарино» хуçалăхсенче çурри е унран та сахалрах çулнă. Выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех хуçалăхсенче кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлессипе те ĕçлеме пуçăннă. Кушар-юнтапасем 110 гектар (планпа 170 гектар хатĕрлемелле), ярмушкасем 100 (250), çĕрпелсем 60 (180), малтикас-ялтăрасем (100), мăн-турхансем (110), санарпуçсем (190), аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ (190) 50-шар гектар сухаланă е культивациленĕ. Районĕпе 560 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку планпа пăхнă хисепĕн 11,2 проценчĕпе танлашать. Вăхăт кĕтмест. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртме тытăниччен шутлă кунсем юлчĕç. Çавăнпа выльăх апачĕ хатĕрлессипе юлса пыракан хуçалăхсен ĕçе хăвăртлатма майсем тупмалла. Уяр çанталăк тăнипе туллин усă курса юлма тăрăшмалла.


31 июля 2003
00:00
Поделиться
;