Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă улшăнусем сисĕнеççĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсеренех, августăн пĕрремĕш вырсарникунĕнче, хамăрăн профессиллĕ уява паллă тăватпăр. Çĕршывăн, республикăн тата районăн экономика аталанăвне хурçă магистраль ĕçченĕсем яланах сулмаклă тÿпе хывнă. Анчах тăхăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче, çĕршывра пасар хутшăнăвĕсем вăй илнĕ май, пирĕн отрасль пĕлтерĕшĕ самаях чакса кайнăччĕ.Çĕршыв экономики юхăннă пирки чукун çул транспорчĕпе усă куракансем сахалланнăччĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинчи ырă улшăнусем пире савăнтараççĕ. Чукун çул пулăшăвĕпе усă куракансен шучĕ те ÿссе пырать. Çакă Вăрнар чукун çул станцийĕн ĕçĕнче те сисĕнет. Çапла, пилĕк-ултă çул каялла станцире çулталăкра çĕре яхăн кăна вакун тиесе ăсатнă пулсан, пĕлтĕрхи çичĕ уйăхра çак хисеп 86-па танлашнă. Кăçал ку таранччен 100 вакун тиенĕ. Сăмах май калас-тăк, вунпилĕк-çирĕм çул каялла пĕр уйăхра 200 ытла вакуна груз тиесе ăсатма пултарнă. Станцие ытти çĕртен тĕрлĕ груз ытларах килме тытăнчĕ. Акă, иртнĕ çулхи çичĕ уйăхра 440 вакун пушатнă пулсан, кăçал 134 вакун ытларах килнĕ. Тĕпрен илсен, чукун çул транспорчĕпе Калининăри ДРСУ, «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ», «Вурнарыдорстрой» акционер обществисем ытларах усă кураççĕ. Çул-йĕр ăстисен ячĕпе вак чул вакунĕ-вакунĕпе килсе тăрать. Химиксем çавăн пекех хăйсен продукцине вакунсемпе те нумай ăсатма тытăнчĕç. Уйрăм предпринимательсенчен Г.П.Спиридонов пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртмалла. Вăл ертсе пыракан «Чувашская Нива» тулли мар яваплă общество çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене тонни-тоннипе çĕрулми, пахчаçимĕç ăсатать. Чукун çул отраслĕ çĕнĕрен вăй илсе пынине тепĕр тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать. Темиçе çул каялла, сăмахран, Вăрнар станцийĕ урлă талăкра пассажирсем тата грузсем турттаракан хĕрĕх поезд иртетчĕ. Халĕ вĕсен шучĕ виçĕ хут ытла ÿсрĕ. Чăн та, анчахрах Вăрнарти нефтебазăна хупма йышăннă. Кунта уйăхсерен 5-6 цистерна бензин, дизтопливо килсе тăратчĕ. Малашне Канаш станцийĕнче йышăнма пуçлаççĕ. Алăри кукăле кÿршĕсене панă пекрех пулса тухрĕ ĕнтĕ çакă. Пирĕн ĕçре, тÿрех каламалла, кашнийĕн яваплăха туйса тăмалла. Ÿрĕк-сÿрĕклĕх ытла та хакла ларма пултарать. Коллектив туслă, пурте хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Акă, светофорсене пăхса-асăрхаса тата çыхăнăва йĕркелесе тăракан службăра вуннăн вăй хураççĕ. Вĕсене чукун çулăн Канашпа Сергач хушшинчи участокне çирĕплетсе панă. Çак службăна чылайранпа З.Еремеева ăнăçлă ертсе пырать. Вăл чукун çул транспорчĕн техникумĕнче, каярахпа институтĕнче пĕлÿ пухнă. Зоя Михайловна шаннă ĕçе питĕ лайăх пĕлет, ят-сум çĕнсе илнĕ. В.Львов аслă механикпа В.Казанов механик пирки те ырăпа кăна каламалла. Вĕсем те çак участокра тахçантанпа тимлеççĕ. Станицири чукун çула пăхса-юсаса тăракан бригадăра вун ултă çын. Б.Кочанов мастер, А.Семенов бригадир, В.Хлынов монтер, В.Лаврентьев аслă рабочи тата ыттисем мухтава тивĕçлĕ. Нина Ивановна Сергеева çирĕм çула яхăн каялла Тула облаçĕнчи Узловая хулинчи чукун çул транспорчĕн техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Ăна направленипе Мускава, Бирюлево станцине ĕçлеме янă. Кунта операторта вăй хунă. Вăрнар станцийĕнче вунпилĕк çул тимлет. Халĕ вăл - тавар кассирĕ. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Станци дежурнăйĕ В.Никифорова пирки те ăшă сăмахсем кăна калас килет. Улатăрти чукун çул транспорчĕн техникумне пĕтернĕ, пирĕн патра вунулттăмĕш çул вăй хурать. Тахçанах чĕрере çуралнă ырă шухăша та пĕлтерес килет. Вăрнар чукун çул вокзалне шăпах тăхăрвунă çул каялла, 1913 çулта, туса лартнă. Ытарлă каласан, вокзал поселок хапхи шутланать. Илемĕпе вăл пурне те - Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансене те, станци урлă иртекен пиншер-пиншер пассажира та - тыткăна илтĕр. Анчах, шел пулин те, çак çурт паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтереймест. Ăна хамăр вăйпа кăна йĕркене кĕртеймĕпĕр. Авă, республика Президенчĕ Н.В.Федоров тăрăшнипе юлашки вăхăтра Канаш тата Шупашкар чукун çул вокзалĕсене Европа шайĕпе йĕркене кĕртсе илемлетрĕç. Çакна тума, паллах, хамăрăн Президент Раççей Чукун çул транспорчĕн министрĕпе Г.М.Фадеевпа çывăх туслă пулни нумай пулăшнă. Лайăх çыхăнусем пур чухне, тен, черетпе Вăрнар чукун çул вокзалне юсаса илемлетес пирки шутласа пăхмалла мар-ши; Юлашкинчен мĕнпур ĕçченсене, хурçă магистраль ветеранĕсене-пенсионерĕсене хамăрăн профессиллĕ уяв ячĕпе чун-чĕререн хĕрÿллĕн саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп.


04 августа 2003
00:00
Поделиться
;