Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тухтăр ĕçĕ сăваплă

«Çамрăклăх» страницăра пултаруллă яш-кĕрĕмĕн ĕçĕ-хĕлне тăтăшах çутатма тăрăшатпăр. Вĕсем - пирĕн хушăра пурăнакан çынсемех, кулленхи ĕçре, вĕренÿре палăраççĕ. Шутласассăн ытлашши нимĕнпе те уйрăлса тăман çамрăксем темелле, анчах çаксем - ыттисем тĕслĕх илмелли хĕрсемпе каччăсем. Вулакансене çавăн пек çамрăксенчен пĕринпе паллаштарасшăн. Ĕç вăхăчĕ унăн ыттисенни пекех ирхи сакăр сехетре пуçланать. Малтанах вăл çутă та илемлĕ, таса кабинета кĕрет, ĕç тумтирне тăхăнать, медицина инструменчĕсене хатĕрлет. Халĕ ĕнтĕ пациентсене йышăнма та юрать. Вĕсем вара хăйсене кĕттермеççĕ, палăртнă вăхăт тĕлне кая юлмасăр çитеççĕ. Хăвăрах тавçăртăр пулĕ, сăмах кунта медицинăра вăй хуракан çын çинчен пырать. Эппин, ку çамрăкăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартар-ха. Александр Марков районти тĕп больницăра шăл тухтăрĕнче тимлет, 27 çулта. Каччă Туçи Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ. Арçын ачасем пĕчĕк чухне техника енне туртăнни вăрттăнлăх мар. Ÿссен вĕсем е машина-трактор рулĕ умне лараçĕ, е строитель пулса тăраççĕ. Сашăра ку туртăм пулман мар-тăр. Анчах вăл шкул пĕтерсен хăйĕн умне пысăк тĕллев лартнă: епле пулсан та Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕмелле. Çакна пурнăçа кĕртме, паллах, ашшĕ-амăшĕ те сĕнÿ-канаш панă, ывăлĕ çак профессие суйласа илнине ырланă. Сăмах май каласан, Сашăн амăшĕ, Екатерина Ивановна Маркова, Мăн Явăшри участок больницинче лаборанткăра чылай çул вăй хурать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, ĕçлеме пăрахман-ха. Юратнă пепки те медицинăпа «туслашма» шут тытнăшăн вăл чунтан савăннă. Александр хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕпе пĕрле шурă Шупашкара çул тытнă, университета кĕме заявлени панă. Шкулта иккĕшĕ те тăрăшса вĕреннĕрен тус-тантăшсем экзаменсене ăнăçлă тытнă, кĕçех студентсен йышне кĕнĕ. Марковсен çемьинчи пиллĕк ачаран Саша çеç медицина енĕпе кайнă. Пиллĕк çул ăс пухнă çулсене çамрăк ăшă кăмăл-туйăмпа аса илет, ара вĕренмелли, интересли нумай пулнă-çке. Алла диплом илнĕ хыççăн тусĕпе пĕрле интернатура ирттернĕ, шăл протезĕсем лартакан тухтăрсем пулса тăнă. Александр Марков интернатурăна малтан Шупашкарта пуçланă, каярахпа Вăрнарта вĕçленĕ. Çавăн чухне районти тĕп больницăра Дмитрий Мошкин шăл тухтăрĕ вăй хунă. Шел пулин те, вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Халĕ Саша ăста тухтăрăн ĕçне малалла тăсать, пиллĕкмĕш çул районта пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшать, шăлсене тÿрлетет-лартать. Юлташĕ Канаш хулинчи сиплев учрежденине ĕçлеме вырнаçнă. Александр Иванович Марковпа эпир унăн ĕç кабинетĕнче калаçрăмăр. Унта кĕрсенех çакна палăртрăм: пÿлĕмре хăвна лайăх туятăн. Шурă кафеллĕ Стенасем çине тĕкĕрсем çакнă, вĕсем тата кантăкран кĕрекен хĕвел пайăркисем пÿлĕме çутатсах яраççĕ. Магнитофонран илемлĕ кĕвĕ янăрать. Ман шутпа, ку лару-тăрура ĕçлеме те кăмăллă. Шăл тухтăрĕ кабинета хăйне килĕшнĕ пек тутарттарнă, кунта икĕ çул каялла тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Юнашар пÿлĕмре вара техниксем, вĕсем иккĕн, протезсем ăсталаççĕ. Ку - пĕчĕк лаборатори темелле. Пÿлĕм варринче - пациентсем валли кресло вырнаçтарнă, унта шăл кăларма, юсама е ларттарма килнĕ çын ларать. Хаклă йышши медицина оборудованине ют çĕршывра туса кăларнă. Вăл паянхи пурнăç ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет. Медицина науки аталансах пырать, çавна май унта çĕнĕрен çĕнĕ технологисемпе, оборудованисемпе усă кураççĕ. - ХХI ĕмĕрте кивĕлле ĕçлени килĕшмест. Халĕ пур çĕрте те компьютер пĕлĕвĕпе, технологийĕсене тĕпе хурса тăрăшаççĕ, пĕлÿ шайĕ ÿссех пырать. Манăн пÿлĕмре ларакан оборудование Чехинче пуçтарнă. Унпа усă курма та меллĕ.Инструментсене стерилизацилекен ятарлă сĕтел те пур. Ку мана ĕçре питĕ пулăшать,- каласа кăтартать А.Марков. - Шăл тухтăрĕн ĕçĕ нумай енлĕ. Кунта ăсталăх та, опыт та, çав вăхăтрах творчествăллă пулни те кирлĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Акă, калăпăр, манăн пациента шăл лартса ямалла. Инструмента алла илсе чăн-чăн «произведени» тумалла-çке. Пациентăн шухăш-кăмăлне те шута илмелле: çĕнĕ шăл ăна килĕштĕр, апат çинĕ чухне меллĕ пултăр, темиçе çул çирĕп лартăр тата ытти те. Кашни миллиметрне шута илсе ăна хатĕрлемелле, йăнăшрăн-тăк ĕç харама каять. Эпĕ тин çеç ĕçлеме пуçланă чухнехи чи малтанхи пациенткăна лайăх астăватăп, ун чухне хĕре пластмассăран тунă шăл протезĕ лартса ятăм. Ăна ăнăçлă пурнăçларăм. Халĕ хăйсене хисеплекен çынсем шăлсене металлокерамика материалĕнчен хатĕрлеме ыйтаççĕ. Шăлсем, шел пулин те, ÿкнĕ хыççăн тепре шăтмаççĕ. Çавăнпа та вĕсене упрама пĕлмелле, гигиенăна çирĕп пăхăнмалла. Хăшĕ-пĕри шăл ларттарма юлашки укçине кăларса пама хатĕр. Пациентсен кашни ыйтăвне шута илетĕп, - тет çамрăк тухтăр. Медицина ĕçне парăннă специалистăн яланах малалла ăнтăлмалла, мĕншĕн тесен наукăри çĕнĕлĕхсем пирки тухтăр пĕлме тивĕç. Пушă вăхăтра Александр Иванович медицина журналĕсемпе кăсăкланать. Çакă ĕçре питĕ пулăшать. Кашни çулах вăл пĕлĕвне ÿстермелли курссене кайса килет. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, А.Марков Санкт-Петербургра пулнă, пĕрлешÿллĕ штатсенчи «Американ Дэнтал Академи» ассоциацийĕн профессорĕсен лекцийĕсене итленĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă, квалификацие ÿстернĕ. Çамрăкăн малашнехи планĕсем пысăк: çĕнĕ материалсемпе усă курма, çĕнĕ технологисене алла илме ĕмĕтленет. Ĕçрен пушă вăхăтра мĕнпе интересленнипе те кăсăклантăм. - Ĕç манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать, вăхăтăн ытларахăш пайне ĕç пÿлĕмĕнче ирттеретĕп. Ку, тен, лайăхах та мар пулĕ. Çапах та хаçат-журнал, кĕнекесем вулама юрататăп. Яш каччă çывăх вăхăтра çемье çавăрма шутламасть-ха, тен савнине тупайман. Апла пулсан районта пурăнакан чиперккесен ун чĕрине хĕлхем кĕртме халлĕхе шанăç пур-ха. Çамрăка малашнехи пурнăçра телей, ĕçре ăнăçу сунатăп.


05 августа 2003
00:00
Поделиться
;