Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Утарçăсен канашлăвĕ

Район администрацийĕн актовăй залĕнче хурт-хăмăр ĕрчетекенсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Пыл хурчĕсене хĕл каçарнин итогĕсем, çулла пыл илессине йĕркелесси тата утарçăсем умĕнче кĕркунне тăракан задачăсем çинчен районти хурт-хăмăр ĕрчетес тĕлĕшпе ĕçлекен зоотехник И.Федоров каласа панă. Утарсенче ирттерекен ветеринарипе санитари мероприятийĕсем çинчен районти ветеринари станцийĕн ветврач-эпизоотологĕ А.Иванова тухса калаçнă. Районти ветеринари лабораторийĕн директорĕ Е.Анисимова пыл хурчĕсен çĕнĕ чирĕсем пирки чарăнса тăнă. Пыла лабораторинче тĕрĕслесси тата пыл хурчĕсен чирĕсем çинчен районти ветеринари лабораторийĕн врач-токсикологĕ З.Петрова каласа кăтартнă. Пыл хурчĕсене хĕл каçма хатĕрленĕ чухне пурнăçламалли ĕçсем тата сиплемелли препаратсем пирки Чăваш енре хурт-хăмăр ĕрчетес тĕлĕшпе ĕçлекен агентство пуçлăхĕ Г.Максимов тухса калаçнă. Семинар-канашлăва хутшăннисем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă.


05 августа 2003
00:00
Поделиться
;