Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕренÿ çулне хатĕр

Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх хатĕрлесе çитернĕ. Классем, лабораториллĕ сăнавсем ирттермелли пÿлĕсем, ачасен тавракурăмĕпе пултарулăхне ÿсермелли тата вĕсен сывлăхне тĕреклетмелли залсем вĕренекенсене паян тесен паян йышăнма хатĕр. Столовăйне те йĕркене кĕртсе çитернĕ, котельнăйне çутçанталăк газĕпе ăшăтмалла тунă. Çак кунсенчех строительсен пĕр ушкăнĕ çĕнĕ туалет туса пĕтерет тата спорт залĕн тăррине юсаса çĕнетет. Çĕнĕ вĕрненÿ çулĕнче пурĕ 190 ача пĕлÿ илме тытăнать. Çав шутран пĕрремĕш класа каяканнисем - вуннăн. - Çывхарса килекен вĕренÿ çулĕнче ачасене пĕлÿ панă чухне мĕнле çĕнĕлĕхсем пулаççĕ; - тесе ыйтсан, шкул ертÿçин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ С.Федорова çапла хуравларĕ: - Вĕрентÿ процесĕнче компьютерпа усă курасси чи малти вырăнта пулĕ. Ку вăл ачасене кирлĕ информацие ытларах алла илме май парĕ, вĕсене компьютерсем çинче тĕрлĕрен программăсем хатĕрлеме хăнăхтарĕ. Çавăн пекех пирĕн педагогсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене математикăпа, шутлав техникине тарăннăн вĕрентĕç. Ытти предметсене вĕрентессипе те çĕнĕлĕхсем чылай пулĕç. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн тивĕç вăл - çитĕнекен ăрăва пур енлĕн тарăн пĕлÿ парасси,-терĕ вăл.


05 августа 2003
00:00
Поделиться
;