Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕле хатĕрленетпĕр

Халăхăн культура шайне ÿстерес, пушă вăхăтне усăллă ирттерес ĕçре культура учрежденийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе районта 68 клуб, районти культура çурчĕ, куçса çÿрекен икĕ клуб, ялсенчи 40 библиотека, Вăрнарти ача-пăча, тĕп тата поселок библиотекисем, ача-пăча ÿнер шкулĕ, историпе краеведени музейĕ ĕçлеççĕ. Культура учрежденийĕсем паянхи куна епле ĕçлесси пурлăх бази мĕнле шайра пулнинчен те нумай килет. Акă, ялсенчи 38 клубра, 20 библиотекăра тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттермелле. Çĕнъялти, Чăрăш-Ишекри, Упнерти клубсене юхăнма пуçланăран хупма тиврĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăрччен вăхăт нумай юлмарĕ, пурнăçламан ĕçсем вара ытлашшипех. Вăрманкасри, Мăнъял Хапăсри, Енĕшри, Услантăр Енĕшри, Вăрман Кипекри, Кÿлхĕрринчи, Хапăсри, Шĕнер Ишекри, Мачамăшри, Шăхальти, Уйкас Юнтапари, Пăртасри ял клубĕсенче, Вăрманкасри, Мăнъял Хапăсри, Иртеменкассинчи, Ершепуçĕнчи, Кушлавăшри, Çăлкас Кăкшăмри, Кăмашри, Кивъял Хапăсри, Хирпуçĕнчи, Чăрăш Ишекри ял библиотекисенче хутса ăшăтмалли системăсене улăштармалла. Çавăн пекех ытти хăшпĕр культура учрежденийĕсенче котельнăйсене, кăмакасене йĕркене кĕртмелле. Пуканкассинчи, Тăвальушкăнь Ялтăрари, Аçăмçырминчи, Хапăсри клубсенче те лару-тăру йывăр. Иртнĕ хутмалли сезонта ку çуртсене электричество кăмакисемпе хутса ăшăтнă , анчах тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн вĕсемпе усă курма чарнă. 2003 çулта, кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе, Кайри Тукайĕнчи клубри ăшă системине юсама 30 пин те 950 тенкĕ, Хапăсри культура çурчĕн тăррине тĕпрен çĕнетме 483 пин те 58 тенкĕ, вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама районти культура çуртне 58382 тенкĕ, халăх музейне 15 пин тенкĕ, тĕплĕ юсав ĕçĕсем тума Мăнъял Хапăсри культура çуртне 322 пин те 497 тенкĕ, Калининăри культура çуртне 14 пин те 171 тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне культура ĕçченĕсен вăйĕпе Хурăнсур Çармăсри, Çарăклăри, Кĕçĕн Кипекри, Хирпуçĕнчи клубсене сăрласа сăн кĕртнĕ. Паянхи кун районти тĕп библиотекăра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Смета тăрăх 187 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Уравăшри, Чăрăшкас Хирлепри, Тăвальушкăнь Ялтăрари, Хăмăшри, Хирпуçĕнчи, Аçăмçырминчи, Калининăри, Вăрманкасри, Хапăсри, Сăкăтри, Кÿлхĕрринчи культура çурчĕсене газпа хутса ăшăтмалла тума документсене хатĕрлесе çитернĕ, анчах укçа-тенкĕ тивĕçменнипе вĕсене газификацилессине çитес çула хăварнă. Хальхи вăхăтра клубсенчен çиччĕшне, ялти ултă тата поселокра вырнăçнă библиотекăсене, музее газпа, ыттисене çĕр кăмрăкĕпе тата вутăпа ăшăтса тăраççĕ. Хĕл каçма пĕтĕмпе 1135 тонна çĕр кăмрăкĕ (пĕр миллион та 418750 тенкĕ), 150 тонна вутă (52500 тенкĕлĕх) кирлĕ. Ку таранччен çĕр кăмрăкĕпе вут-шанкă 206 тонна кăна туяннă-ха (26 процент). Хĕле хатĕрленесси - яваплă тапхăр. Çавăнпа йывăрлăхран вăй çитнĕ таран тухма тăрăшатпăр.


06 августа 2003
00:00
Поделиться
;