Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лайăххи сахал мар. Çапах та...

2002 çулта республикăри чи лайăх район центрĕ ята тивĕçлĕ пулассишĕн пынă конкурса хутшăнса Вăрнар пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, поселока I степеньлĕ диплом пачĕç. Çакă эпир поселока тирпей-илем кĕртес, урамсене, çуртсене, обществăлла вырăнсене, çавăн пекех социаллă инфраструктурăна тытса тăрас тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсене тивĕçлĕ хак пани çинчен калать. Çитĕнÿ поселокра пурăнакан мĕнпур çынсем, нумай промышленность предприятийĕсемпе организацисен коллективĕсем тăрăшнинчен килчĕ. Райпон поселокри магазинĕсен, обществăлла апатлану çурчĕсен çĕнелсе капăрланнă сăн-питне курма кăмăллă. Магазинсем тулашран çĕнелсе улшăннипе пĕрлех шалта апат-çимĕç продукчĕсен, тĕрлĕрен куллен кирлĕ таварсен ассортименчĕ питĕ пуян. Çав хушăрах поселокра пулакан ырă мар пулăмсене те асăнмасăр иртме çук. Вĕсене пĕтерме нумай укçа-тенкĕ, пурлăх кирлĕ мар. Поселок е район администрацийĕ тимлĕх хуни те çитет. Поселок варринче, чукун çул вокзалĕнчен инçех мар, рынок вырнаçнă. Унта тĕл пулакан тасамарлăх çинчен сăмахпа калама та йывăр: усал шăршă, ăçта пăхнă унта çÿп-çап, харпăр хăй тĕллĕн туса лартнă суту-илÿ вырăнĕсем... Апат-çимĕç продукчĕсене сутакансен тирпейсĕр çипуçне курсан тавар туянасси çинчен те манса каятăн, хăсас килет. Суту-илÿ вырăнĕсенчен инçех мар вырнаçнă туалетран тасамарлăх шăрши вуншар метра сарăлать. Чукун çул вокзалĕ çывăхĕнче те йĕркесĕрлĕх сахал мар. Кунта обществăлла туалетăн типлă çурчĕ вырнаçнă. Унăн алăкĕсене чуспах çапса лартнă. Вокзала килекен çынсем ниçта кайса кĕрейменнипе ирĕкрех «тула тухаççĕ». Паллах, чукун çул вокзалĕпе тата ун çывăхĕнчи лаптăкпа çул-йĕр çыхăнăвĕсен министерстви хуçаланать. Анчах та вăл пирĕн поселок, район территорийĕнче вырнаçнă. Çавăнпа пирĕн ку лаптăка тирпей-илем кĕртес ĕçрен аякра тăмалла мар. Вăрнарăн çурçĕр енче тепĕр поселок çĕкленет. Çурчĕсем пĕринчен тепри лайăхрах, илемлĕрех. Иртсе пынă чухне вĕсем çине пăхсан чун савăнать. Ку çапла пулмалла та. Яланах мĕн те пулин çĕнни çĕкленмелле. Пурнăç саккунĕ çакăн пек. Анчах çуртсемпе пĕрле çулсене те тумалла. Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче района республикăн строительствăпа архитектура, çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филатов килсе кайрĕ. Районта çул-йĕр тунипе, Вăрнара тирпей-илем кĕртнипе паллашнă май вăл - Весенняя тата Çĕнĕ çынсен (Новоселов) урамĕсене - çурçĕр поселокра пурăнмалли çуртсене харпăр хăй тăвасси лайăх пынипе пĕрлех çулсем тăвассипе япăх ĕçленине палăртрĕ, икĕ урамра хытарнă çул тума тытăнма ирĕк пачĕ. Унтанпа уйăха яхăн иртрĕ, анчах та çак ĕçе тытăнма васкамаççĕ-ха. Çитменнине çак урамсенче пурăнакансем çул тăвасси пирки район администрацийĕпе депутатсен районти пухăвĕ умĕнче 2002 çулта тата кăçалхи апрельте ыйту хускатнăччĕ...


06 августа 2003
00:00
Поделиться
;