Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Нурăссем алă усмаççĕ

Экономикăри реформăсем ялхуçалăх умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕç пулин те хуçалăхъсем çак çăмăл мар лару-тăруран тухмалли майсене тупса малалла аталанма тăрăшаçççĕ. «Правда» ялхуçалăх производство кооперативĕ, акă, юлашки вăхăтра техника паркне самаях çĕнетме пултарчĕ. Нурăссем икĕ МТЗ-82 трактор, тĕштырăсемпе курăк вăрлăхĕ акмалли СЗТ сеялка, УАЗ автомашина туяннă. Халĕ лизинг меслечĕпе тата тепĕр МТЗ трактор илме палăртаççĕ. Кунсăр пуçне çунтармалли-сĕрмелли материалсем, запас пайсем нумай туяннă. Кăçалхи ĕçукçине май уйăхĕшĕн те парса татанă. Çакна пурнăçлама Нурăсран Çĕмĕрлене каякан шоссе çулĕ хĕрринчи ахалех ларакан çурта сутса яни пулăшнă. Хăй вăхăтĕнче «Правда» колхозăн хуçалăх правленийĕпе юнашар пысăк сад пулнă. Çимĕçе сая ярас мар тесе улма-çырла тирпейлекен цех туса лартма шутланă. Анчах та ĕç çурта туса лартнинчен малалла каяйман. Кăçал ăна туянакан тупăннă. Шăпах çак укçапа çĕнетме май килнĕ те техникăна. Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Шăхальте 300 тонна кĕрекен траншейăна ешĕл массăпа тултарса витнĕ. Уйран илсе килекен курăка фермăра ĕçлекенсем хăйсемех салатса, тăвар сапса тăнă. Нурăсри тĕп фермăра та сенаж хываççĕ. Ку тĕлĕшпе нурăссене «Фавн» агрофирма» тулли мар яваплă общество механизаторĕсем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем курăка «Волга-2» комбайнпа çулаççĕ, ешĕл массăна траншейăсем патне Т-150 тракторпа турттараççĕ. Курăк çулнă çĕрте çавăн пекех нурăссен ПН-400 «Простор» комбайнĕ ĕçлет. Ирхине 8 сехетре ĕçе тухаççĕ Те механизаторсем каçхине тĕттĕм пулсан, каçхине 8-9 сехетре кăна, каялла кĕреççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте хăватлă Т-150 тракторпа усă курни ĕçе хăвăртлатнипе пĕрлех топливо перекетлесе хăварма тапулăшать. Сахал тиекен тракторпа каллĕ-маллĕхутласа çунтармалли-сĕрмелли япаласем ытларах пĕтеççĕ. Утă тăватă ура купаланă. Типнĕ курăка пресс-подборщикпа преслаççĕ, ура тунă çĕрте çÿле рулон тиекен машинăпа çĕклесе параççĕ. Ура тунă çĕре 10-12 çын тухать. Вырма валли сунтармалли-сĕрмелли япаласем, запас пайсем çителĕклех туяннă. Ĕççине тăватă комбайн - пĕр «ДОН»- хутшăнать. Механизаторсем уй-хир карапĕсем вырмара пĕр кăлтăксăр ĕçлеччĕр тесе тăрăшаççĕ. Тырă тасатса типĕтмелли техникăна йĕркене кĕртнĕ. Анчах та механизаторсем çитмеççĕ. Çавăнпа вĕсене аякран чĕнсе илме тивет. Кăçал çынсем Çĕмĕрле районĕнчен, Кÿлхĕрринчен, Чăрăш Ишекрен, Ишлĕрен килнĕ. Вырмара кашни уй-хир карапĕ çинче икĕçын - комбайнерпа унăн помощникĕ - пулать. Укçа-тенкĕ тивĕçмен пирки ялхуçалăх культурисене çитĕнтернĕ çĕрте минераллă удобренисемпе тата гербицидсемпе туллин усă кураймаççĕ. Кăçал сахăр тата выльăх кăшманĕсене вуншар гектар, çĕрулмине 15 гектар апатлантарнă. Халĕ 20 тонна аммиак селитри тата 20 тонна аммофоска туяннă. Çавна май кăçал кĕр тыррисене те апатлантарма палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлеме 250 кубла метр йывăç туяннă. Ăна вăрмантан ялхуçалăх культурисене пуçтарса кĕртнĕ хыççăн касса турттарма палăртаççĕ. Хуçалăх центрĕнче 30-40 кубла метр йывăç пур. Пилорамăна юсанă хыççăн ăна çурса фермăра юсав ĕçĕсене тытăнаççĕ. Халĕ куллен 1100-1200 килограмм сĕт сăваççĕ. Сăвăм 6,5-7 килогрампа танлашать. Продукцие черетпе Вăрнара тата Çĕмĕрлене ăсатаççĕ. Çĕмĕрлесем хăйсемех пырса илеççĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсенчен çунтармалли-сĕрмелли япаласем туяннă пирки сĕте унта ăсатма тивет. Хуçалăхра тăрăшуллă çынсем сахал мар. курăк çулнă çĕрте Александр Кузьмин маттур. Ир пуçласа каçченех хĕрÿ ĕçре вăл. Аякран килнисем те унран юлмаççĕ. Ишлĕрен килнĕ Николай Чернов питĕ тăрăшуллă. Кирек мĕнле ĕçре те пултаруллă вăл. Рет хушшисене кăпкалатать, гербицидсем сапать... Кÿлхĕрринчи Михаил Киселев сенаж траншейинче ешĕл массăна лайăх пусăрăнтарса тăнă. «Правда» ялхуçалăх производство кооперативĕ вăйлисен ретĕнче мар. Вăтаммисен шутне те кĕреймест. Анчах та кăçал ĕç-пуç кăштах лайăхланма пуçлани сисĕнет. Майĕпен ура çине тăрса малалла аталанма ырă сунар нурăссене


06 августа 2003
00:00
Поделиться
;