Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район çыннисем: Тава тивĕçлĕ

Галина Ефремовна Осипова 40 çул ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕ. Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнче учительсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ Ефрем Александрович ачасене математикăпа вĕрентнĕ, вăрçăра пуçне хунă. Галина Ефремовна вара амăшĕ пек вырăс чĕлхипе литературине килĕштернĕ. Ялти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Канашри пеучилищĕне çул тытнă, пĕр чăрвамсăр студент пулса тăнă. Кунта тăватă çул ăс пухнă. 1947-мĕшĕнче пуçламăш классене вĕрентекенĕн дипломне алла илнĕ. Çав çулах Канашри педучилищĕрен институт туса хунă. Хĕрача малалла та кунтах вĕренет. Икĕ çултан вăл аслă шкултан вĕренсе тухать. 1953-мĕшĕнче çамрăка Чăрăшкас Хирлеп шкулне янă. Пĕлÿ çителĕксĕртерех пек туйăннă ăна. Ĕçленĕ хушăрах Галина Ефремовна Шупашкарти пединститутра заочно майпа ăс пухать. Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче истори учителĕнче тимленĕ Михаил Викторович Петровпа çемье çавăраççĕ. Михаил Викторович 20 çул шкул директорĕ пулнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 46 çулпа танлашать. М.Петров вăрçă инваличĕ. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» медале, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Галина Ефремовнапа Михаил Викторович вĕрентнĕ ачасем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Вĕсем хушшинче тава тивĕçлĕ учительсем, врачсем, инженерсем, рабочисем, дояркăсем, механизаторсем пур. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсем вĕрентсе кăларнисем тĕрлĕ ĕçре ĕçлеççĕ. - Ашшĕ-амăшĕ патне уява е курма килсен пирĕн пата кĕрсе тухмасăр каймаççĕ. Парнесем, чечексем параççĕ, саламлă открыткăсем, çырусем çыраççĕ. Тепре чухне вара çапла каланине те илтме пулать: «Ача чухне мĕншĕн эпир учительсене итлеместпĕр, тарăхтаратпăр-ши; Пире сирĕн ытларах ятламалла пулнă...» теççĕ. Вăхăт шунă май шкулта иртнĕ çулсем аса килеççĕ. Вĕренекенсем хисепленĕшĕн чун савăнать. Ĕмĕр усăсăр иртмен иккен,- тет ветеран лăпкăн та сăпайлăн. Михаил Викторовичпа Галина Ефремовна иккĕшех пурăнаççĕ. Хуçалăхра чăх-чĕп, кроликсем, качакасем ураççĕ. Пахча-хурара тĕрлĕрен çимĕç çитĕнтереççĕ. Ĕмĕрĕпех тăван шкулта тимленĕскерсем - ялти хисеплĕ çынсем.


06 августа 2003
00:00
Поделиться
;