Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Физкультурниксен кунĕ

Район шайĕнчи ăмăртусене ирттересси, республикăрисене хутшăнассине йĕркелесси тĕпрен илсен район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ Сергей Политов çине тиенет: ăмăртусен планне хатĕрлемелле, командăсем йĕркелемелле, укçа-тенкĕ çăлкуçĕсене палăртмалла тата ыт. те. Йăрă та вăр-варскерне çÿлерех асăнни йывăрлăхсен шутне кĕмест те пулĕ. Ку лава вунпĕрмĕш çул туртать вăл, тивĕçĕсене тÿрĕ чунпа пурнăçлать. Ачаранах палăрнă С.Политов Отиккăвă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кÿстÿмĕрти шкулта вĕренсе пĕтерсен Вăрнарти ялхуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Пĕр курс хыççăн çар ретне тăнă.Çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçласан каллех пĕлÿ тĕнчине таврăнать, техникумран агроном профессине алла илсе вĕренсе тухать. Çулталăк çурă кунтах лаборант пулса ĕçлет. Унтан пилĕк çул Вăрнарти 29-мĕш прфесси училищинче мастерта тимлет. 1992 çултанпа - район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ. Спорта юратасси мĕнрен пуçланнă-ха; Ку ыйтăва Сергей Иванович шкул вăхăчĕпе çыхăнтарать. Кÿстÿмĕрти шкулта физкультурăпа спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Уроксем хыççăн та ача-пăча сасси лăпланман. Сĕтел çинчи теннис, çăмăл атлетика, футбол, йĕлтĕр спорчĕ енĕпе иртекен кружоксене вĕренекенсем йышлăн çÿренĕ. С.Политов та спортри пĕтĕмĕшле аталанăва шкул çулĕсенче илнĕ. Уйрăмах вăл чупассипе хастар пулнă, хăйпе тантăшĕсем ăна ку енĕпе çитеймен. Физкультура учителĕсем Василий Владимирович Кузьминпа Владислав Григорьевич Львов арçын ача спортра пысăк çитĕнÿсем тума пултарнине сиссе унпа ытларах ĕçлеме тытăннă. Тăрăшни харама кайман - çăмăл атлетика, йĕлтĕр спорчĕ Енĕпе С.Политов район чемпионĕ пулнă, республикăри ăмăртусене ăнăçлă хутшăннă. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне Сергей Иванович хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хăтшăннă. Йăлана кĕнĕ «Вăрнар - Хапăс - Вăрнар» эстафетăра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Пĕрремĕш вырăн йышăнни ачана хăпартлантарса, хавхалантарса янă. Кун хыççăн тата тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, ÿсĕмсемпе савăнтарнă. Паллах, шанчăка çухатнă вăхăтсем те пулнă, анчах С.Политов никама та ÿпкелемен - çине тăрса хатĕрленмесĕр çĕнтерÿ хăй тĕллĕн килменнине ăнланнă. Спортри пысăкрах утăмсене вăл техникумра вĕреннĕ çулсенче тунă. Валерий Миронович Миронов пулăшнипе чупас хăвăртлăхне ÿстерме пултарнă. Техникум, район чысне пĕрре кăна мар ăнăçлă хÿтĕленă çамрăк каччă. Ятарлă путевкăпа Ялтăра пулни, кунти пысăк опытлă тренерсем патĕнче урок илни те ăна çитĕнÿсем тума хавхалантарнă. Вăл - чăрмавсене çĕнтерсе 3 километрлă дистанцие чупса тухассипе - республика чемпионĕ, «Ялав» журналăн парнисемшĕн иртнĕ ăмăртăвăн ( 1987 çул) тата ытти ăмăртусен çĕнтерÿçи. 1990 çулта Мускавра йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери марафонра пин ытла спортсмен хушшинче 42 километрлă дистанцире 8-мĕш вырăн йышăннă. Кунашкал марафона вăл виçĕ хутчен хутшăннă, кашнинчех результатасене ÿстерме пултарнă. Ÿсĕмсемшĕн тивĕçнĕ 200 ытла грамота, парнесем С.Политов чăннипех спорт çынни пулнине çирĕплетеççĕ. Кострома облаçĕнче çар службинче тăнă вăхăтра та çурран, йĕлтĕрпе чупассипе Сергей Ивановича чаçĕнче çитекенни пулман. Ăмăртусене хастар хутшăннăшăн ăна икĕ хутчен тăван тăрăха килсе кайма ирĕк панă. Воспитани пама пулăшать Ларисăпа Сергей Политовсем икĕ ывăл - Сергейпа Коля - çитĕнтереççĕ. Иккĕшĕ те ашшĕне хывнă - спортпа туслă. Асли йĕлтĕрпе чупма, çăмăл атлетикăна, кĕçĕнни ытларах кĕрешĕве килĕштерет. Çемйипех хĕрÿллĕ çынсем вĕсем. Политовсем кашни черетлĕ куна тренировкăсенчен пуçлаççĕ. Ирсерен «Химик» стадион тавра чупнине курма пулать вĕсене. «Ирпе ирех «заряд» илетĕн те кунĕпех çĕкленÿллĕ кăмăлпа çÿретĕн, - тет çемье пуçĕ. - Ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарни вĕсен ăс-хакăлне пур енлĕн аталантарма пулăшать. Физкультура сывлăха çирĕплетнисĕр пуçне тĕрĕс воспитани парас ĕре пысăк вырăн йышăнать. Чăтăмлă, çирĕп пуцлма хăнăхтарать». Политовсем çулсеренех «Атте, анне тата эпĕ - спортпа туслă çемье» эстафетăна хутшăнаççĕ. 1996 çулта пĕрремĕш хут вĕсем Шупашкарта районти тĕп больница чысне хÿтĕленĕ ( вăл вăхăтра Лариса унта ĕçленĕ). Ун чухне çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймен пулин те çамрăк мăшăр шанăçа çухатман. Тренировка хыççăн тренировка ирттернĕ. Акă, иртнĕ çул ЧР Президенчĕн парнисене çĕнсе илесишĕн пынă çемье эстафетинче Ларисăпа Сергей Политовсем тата вĕсен ывăлĕ Сергей иккĕмĕш, кăçал Лапсар посĕлокĕнче иртнĕ хĕллехи спорт вăййисенче йĕлтĕрпе ăмăртса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ку çитĕнÿсемпе кăна лăпланса ларасшăн мар вĕсем, çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнтăлаççĕ.


09 августа 2003
00:00
Поделиться
;