Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Химик» район ят-сумне çĕклерĕ

Чăваш Республикин футбол федерацийĕ ирттерекен республика чемпионатне тата Чăваш енре мала тухассишĕн пыракан ăмăртусенче вылякан командăсен йышĕ ÿсни сисĕнет. Вăйăсен кашни тапхăрне сăнаса пыракансем асăрхарĕç пулĕ, Вăрнарти «Химик» команда кăçал ăнăçлă вылярĕ, 27 очко пухса финала тухма пултарчĕ. Тĕрлĕ тапхăрта Шупашкарти вăйлă «Элара», «Энергия», «Волга», Патăръелĕнчи «Темп» командăсене çĕнтерчĕ. Унăн запасра тата тепĕр вăйă пур-ха, агустăн 13-мĕшĕнче «Стальпе» вылямалла. Паян вара «Химик» Шупашкарти «Олимпийский» стадионта СК-Центрпа тĕл пулать. Финал вăййисем Чăваш ен кубокĕ камăн аллине лекессине татса парĕç. Историе илес пулсан Вăрнарти хутăш препаратсен завĕдĕнче 60-мĕш çулсем пуçламăшĕнчех футбол команди йĕркеленĕ. Ун чухнехи футболистсен ушкăнĕ пĕр вăхăтра лидерсен йышĕнче те пулнă. 2000 çулчен «Химик» команда пĕрремĕш ушкăнра вылянă, 2001 çултанпа - аслă дивизионри вăйăсенче. Кăтартусем çулсеренех савăнтараççĕ. Виçĕмçул химиксем очкосем шучĕпе таблицăн аяларахри йĕркинче пулнă пулсан, пĕлтĕр пиллăкмĕшне хăпарнă, кăçал - иккĕмĕшне. Малтанхи çулсенче команда йышне хамăр район футболисчĕсем кăна кĕнĕ. Паян Вăрнар, Шупашкар тата Çĕмĕрле футболисчĕсем пĕрлештерсе тăраççĕ: Олег Кизняков, Радик Мингазов вратарьсем, Александр Грибоедов, Юрий Мещанов, Владимир Кудряшов, Александр Петров защитниксем, Вадим Кириллов, Сергей Васильев (капитан), Юрий Кудрявцев, Алексей Князев, Андрей Устимов, Владимир Степанов, Владимир Куприянов, Олег Шуитов çурмазащитниксем, Евгений Мамайкин, Дмитрий Куманьков, Александр Гришанькин, Алексей Салмин тапăнса вылякансем, Андрей Гузачев запасри вăйăç. Команда ертÿçи, ăмăртусен организаторĕ - Евгений Захаров. Тренерĕ - Александр Строганов. Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ кăçалхи вăйăсенче химиксем - лидерсен шутĕнче. Çакă малтанах футболистсем пĕр-пĕрне ăнланса вылянинчен нумай килет. Команда вăйĕ - туслăхра-çке. Заводăн генеральнăй директорĕ В.Свешников вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. Кашни вăйăра вĕсемшăн «чирлет». Укçа-тенкĕ енчен те чылай пулăшать. Завод хальхи вăхăтра пилĕк футбол командине тытса тăрать: виççĕшĕ çамрăксен, аслисен тата ветерансен (40 çултан аслăрах) командисем. Вĕсене спорт инвентарĕсемпе, формăсемпе, аксессуарсемпе тивĕçтерет, тĕрлĕ взнозсене тÿлет, транспорт тăкакĕсене саплаштарать, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе хавхалантарать. Çакна валли сахалтан та 300 пин тенкĕ укçа тухса каять. Пĕр шутласан çакă завода нимĕнле усă та кÿмест темелле. Анчах ырă йăлана тытса пыниех мĕнешкел паха. Çавăн пекех çамрăксене спорта явăçтарни вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшать, преступленилле çул çине тăрассинчен сыхлать. Ачасем эрнере виçĕ хутчен тренировкăсем ирттереççĕ. Кăçал çамрăксен команди те япăх вылямарĕ, вĕсем тăваттăмĕш вырăнта. Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче сывă пурнăç йĕркине ĕçлекенсен хушшинче сарас тĕллевпе пысăк ĕçсем тăваççĕ. Мероприятисемпе пуян завод пурнăçĕ. Футбол, волейбол, йывăр атлетика, пауэрлифтинг, сĕтел çинчи тенис тата спортăн ытти енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр бадминтон валли ятарласа икĕ площадка хута янă. Секцисенче кĕлеткене, хул-çурăма пиçĕхтерекенсем тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, район ят-сумне çĕклеççĕ. Çулсерен кунта хĕллехи (спортăн вунă енĕпе) тата çуллахи ( тăватă енпе) спорт вăййисен спартакиадисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Вăсене тĕрлĕ цехсенче ĕçлекенсем, 18 çултан пуçласа 62 çул тултарнисем, хутшăнаççĕ, заводăн куçса çÿрекен кубокĕшĕн тупăшаççĕ. Амăртакансен шучĕ 400-тен те иртет. Çĕнтерÿçĕсене çавăн пекех Дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе , укçан преми парса чыслаççĕ. Чи хавхалантармалли вара акă мĕнре: виççĕмĕш çул спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакан кашни çынна отпуск çумне тÿлевлĕ пĕр кану кунĕ хушса парассине йăлана кĕртнĕ. Коллективлă договорта та кун пирки каланă ятарлă пункт пур. Çавăн пекех химиксем кашни çулах баскетболла выляса мала тухассишĕн ăмăртаççĕ. Коллективлă ăмăртусем малтанах заводра ĕçлекенсене пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлеме, туслашма, алла-алллăн тытăнса ĕçлеме май парать. Спорта аталантарма заводăн условисем çителĕклĕ - стадион, йĕлтĕр бази пур. «Химик» стадионăн директорĕн Юрий Агиловăн ĕçне те пысăк хак памалла. Унăн воспитанникĕсем - йывăр атлетсем - çулленех заводра, районта. республикăра иртекен турнирсенче мала тухаççĕ. Стадионта та кăçал чылай çĕнĕлĕхсем пулса иртнĕ. Çуркунне кунта 500 çын лармалăх трибуна вырнаçтарни куракансемшĕн урăмах меллĕ. Ăна тума 400 пин ытла тенкĕ тăкакланнă. Газонокосилка илни те стадиона типтерлĕ тытма май парать, курăксене вăхăтра çулса тăраççĕ. Çавăн пекех кăçал йĕлтĕр трасси хывмалли «Буран» снегоход, икĕ штанга, пилĕк комплект футбол формисем, йĕлтĕрсем туяннă. Районти мĕнпур пысăк мероприятисем, уявсем «Химикра» иртеççĕ, анчах ăна арендăна илнĕшĕн завод счечĕ çине пĕр пус та пырса кĕмест. Ăна тытса тăма, юсав ĕçĕсем ирттерме вара çулсерен 300 пин ытла укçа уйăраççĕ. Çакна та асăнса хăвармалла: спорта аталантарассипе Вăрнарти хутăш препаратсен зхаводĕнче тăватă тренер тăрăшаççĕ, пĕри - çур ставкăпа. Пурте аслă пĕлÿллĕ. Мероприятисене ирттерме, спорт хатĕрĕсем туянма Мускаври «Август» фирма, «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» УАО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Свешников пысăк пулăшу параççĕ. Çапах та спортра çитĕнÿ тăвакансене, уйрăммăн илсен «Химик» командăна, парнесемпе хавхалантарма, спонсорла пулăшу пама районти ытти предприяти-организацисем те хăйсен тÿпине хывсан аван пулĕччĕ. Завод ертÿçисен тÿллевĕсем пысăк. Массăллă спорта аталантарас тĕллевпе вĕсем спорткомплекс туса хурасшăн. Стадионта трибунăсем çумĕнче хывăнса тăхăнмалли икĕ хутлă çурт хăпартасшăн.


09 августа 2003
00:00
Поделиться
;