Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тимлĕрех пуласчĕ

Çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Паянхи куна районта пушарсен хисепĕ 36-а çитрĕ. Тăкакĕ 300 пин ытла. Вут-çулăмра виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Кĕçех ял ĕçченĕсен хĕрÿ тапхăр пуçланать. Ир пуçласа каçчен уй-хирте тата йĕтемсем çинче тăрăшма пуçлĕç. Пулса çитнĕ тырпула вăхăтра тата тăкаксăр, çухатусăр пухса кĕртмелле. Статистика кăтартăвĕсем кашни çул вырма вăхăтĕнче республикăри ялхуçалăх предприятийĕсенче 20-25 пушар тухнине палăртаççĕ. Пушарсенче хаклă техника, тырпул, хуралтăсем çунаççĕ. Çавăнпа вут-кăвара хирĕç кĕрешесси кашни çын тивĕçĕ пулса тăмалла. Ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен çакна йĕркелесе ямалла. Кун пирки Раççей Федерацийĕн пушар хăрушсăрлăх правилисем çинчен калакан саккунра питĕ тĕплĕн çырса кăтартнă. Çавах ертÿçĕсем правилăсене пăхăнса тăрасшăн мар. Хăшпĕр хуçалăхсенче пушар машинисене юсавсăр тăратаççĕ е вĕсем çумне водительсем çирĕплетмен. Ялта пушар тухсан та унти машинăсем инкек пулнă вырăна çитеймеççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем Хапăс, Калинино, Уйкас Кипек, Малтикас Ялтăра, Аçăмçырми, Тăвальушкăнь Ялтăра, Уравăш, Чăрăшкас Хирлеп ял администрацийĕсенче пулнă. Кив Мĕлĕш, Çăлкас Кăкшăм, Кушар Юнтапа, Кÿлхĕрри, Пăртас ял администрацийĕсенче пушар сÿнтермелли техника вуçех çук. Инкек сиксе тухсан тин хурах кăшкăрсан та нимĕн тăвайман. Мĕн шутлаççĕ-ши çак ялсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх ертÿçисем; Пысăк инкек пулсан вĕсене хăйсенех Уголовлă Кодексăн 219 статйипе явап тытма тивет-çке. Çакна ăнланаççĕ-ши пуçлăхсем; Инкек пуласса кĕтес марччĕ - çывăх вăхăтра пушар машинисене, хатĕрĕсене юсаса хатĕр тытмалла, йĕркене кĕртмелле.


09 августа 2003
00:00
Поделиться
;