Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Трактор» операци пырать

Августăн 1-31-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç тата Шалти ĕçсен министерствисен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра патшалăх автоинспекцийĕн органĕсемпе пĕрле «Трактор» уйăхлăх ирттереççĕ. Çак операцин тĕп тĕллевĕ çул çинче инкек-синкексĕр çÿрессине, хăрушсăрлăх техникин правилисене пурнăçлассине тивĕçтересси, çавăн пекех тракторсемпе, çул тунă çĕрте тата строительствăра ĕçлекен хăй тĕллĕн çÿрекен техникăпа, прицепсемпе усă курнă чухне тавралăха сиен кÿресрен сыхланасси пулать. ГИБДД тата патшалăхăн техника асăрхавĕн инспекцийĕсем, çулсем çинче инкек-синкексĕр çÿрессине тивĕçтерекен тата ĕçе сыхлакан службăсем уйăхлăхра предприятисенче тата техникăпа усă куракан ытти вырăнсенче куçса çÿрекен машинăсем юсавлă пулнине, çул çÿремелли тата хăрушсăрлăх техникин правилисене пурнăçланине, тавралăха сыхлассине яланхинчен вăйлăрах асăрхаççĕ. Уйрăмах машинăсен шута илмелли (регистраци) номерĕсем тĕрĕс пулнине, шута илмелли тата техника тĕрĕслевĕнче пулмалли правилăсене пăхăннине, машинăсемпе ĕçлеме ятарласа вĕрентнĕ çынсене явăçтарнине, тĕрлĕрен документсене вăхăтра та тĕрĕс çырса пынине çирĕп тĕрĕслеççĕ. Машинăсен водителĕсем çул çÿремелли, чукун çул переезчĕсем урлă каçмалли, çынсене тата груз турттармалли правилăсене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнаççĕ. Çул çÿремелли тата машинăсене шута илмелли правилăсене пăснă тĕслĕхсем пулсан, машина юсавлăхĕ хăрушсăрлăх техникин правилисене, тавралăха сыхлассине тивĕçтермесен, çавăн пекех кашни çулах техника тĕрĕслевĕнче пулманнисене тупса палăртсан айăплисене вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ.


09 августа 2003
00:00
Поделиться
;