Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вырмана ăнăçлă ирттерме майсем çителĕклĕ

Кашни çул çанталăк хăйне евĕр килет. Ытти çулсенче Илем кунĕ тĕлне пăрçапа ыраша пуçтарса кĕртесси вĕçленсе пынă. Кăçал вара çак кун шăпах икĕ çĕрте - «Искра» ялхуçалăх производство кооперативĕнче тата «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла уçă обществăн хушма хуçалăхĕнче - кăна кушăхтарма урпа çулма пуçларĕç. Шăпах вырмана кирлĕ пек хатĕрленсе кĕтсе илес, тырпула кĕске вăхăтра пысăк çухатусемсĕр пуçтарса кĕртес ыйтупа иртрĕ хуçалăхсен ертÿçисен, тĕп инженерĕсемпе агрономĕсен, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен семинар-канашлăвĕ «Знамя», МТС «Яуши» хуçалăхсенче тата аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче. Малтанах семинар-канашлăва пухăннисене «Знамя» ялхуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи В.Васильев хуçалăхпа паллаштарчĕ, вырмана кĕтсе илме еплерех хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Хуçалăхра усă куракан çĕрсем 1380 гектар. Çав шутра тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 700 гектара яхăн йышăнаççĕ. Тырпул пуçтарса кĕртнĕ çĕре тăватă уй-хир карапĕ хутшăнать: икĕ «ДОН» тата икĕ «Нива». Комбайнсем çĕнĕ мар. «Донсем» вунă тата вунвиçĕ çул каялла кăларнăскерсем. «Нивăсем» вара вун пиллĕк тата вун çичĕ çултисем. Вĕсене вырмана хатĕрлессипе кăçал чылай ĕç туса ирттернĕ. Ярославльтен ЯМЗ двигатель туяннă. Вăл 170 пин тенкĕ тăрать. Çавăн пекех 200 пин тенкĕлĕх запас пайсем туяннă. Уй-хиртен тиесе килнĕ тырра типĕтме хуçалăхăн икĕ КЗС комплекс пур. Пĕрне çутçанталăк газĕпе, тепĕрне электричество энергийĕпе ĕçлеме майлаштарнă. Витнĕ йĕтемре, сушилкăсем çывăхĕнче йăлтах таса, тирпейлĕ. КЗСсем юсавлă, кирек хăш вăхăтра та тырă типĕтме хатĕр. Кăçал вырма ахаль те ытти çулсемпе танлаштарсан каярах юлса килнине шута илсен уя тухма тырă пиçсе çитиччен тăхтаса тăма май пулмасть. Çавна май кашни хуçалăхрах тырра тасатса типĕтекен механизмсене тулли хăватпа ĕçлеттерме майсем туса хумалла. Çутçанталăк газĕпе ĕçлеме майлаштарнă агрегатпа мăн-турхансем выльăх валли уйăрнă тата апат-çимĕçре усă куракан тырра типĕтеççĕ. Теприне вăрлăх тырра типĕтме уйăрнă. Вăрлăха типĕтсе-тасатса кондицие лартнă хыççăн упрама склад çурчĕсене йĕркене кĕртсе çитернĕ, дезинфекциленĕ. Кăçал хуçалăх 300 пин тенкĕлĕх гербицидсем илнĕ. Анчах та çу пуçламăшĕнче йĕпе-сапа тăнă пирки çуррине яхăн кăна усă курнă. Йĕпе çанталăк тăнăран гербицидсене сапнă уйсенче те çумкурăксем, çав шутра хир сĕлли (овсюг), нумай шăтнă. Çавна май вăрлăхлăх тата апат-çимĕç валли уйăрнă тырра алласа тасатнă чухне чылай вăй хума тивет. Комбайнерсене ĕçшĕн япăх мар тÿлеççĕ. Пĕлтĕр вăтамран кашни 5-6 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Дисциплинăна уякансене, вырмари тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене 50 процент ÿстерсе параççĕ. Витнĕ йĕтеме, КЗС агрегатсене, техника паркне çитсе курчĕç семинар-канашлăва хутшăннисем, мăн-турхансем кăçал тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртме хатĕрленсе сахал мар ĕç тунине палăртрĕç. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла уçă обществăн хушма хуçалăхĕнче семинар-канашлăва хутшăннисемшĕн ялхуçалăхĕнче хальхи вăхăтра усă куракан çĕнĕ агрегатсемпе тата механизмсемпе паллашни кăсăклă пулчĕ. Вĕсенчен пĕри - ПНП-8-3,5 плуг. Унăн корпусне Раççейре туса хатĕрленĕ, тĕренĕсем Швецире ăсталанăскерсем. Çапла корпуспа тĕренсене уйрăмшарăн илсе пуçтарни Швецире кăларнă плуга пĕтĕмĕшле туяннинчен йÿнĕрехе ларать. Плуг 40 сантиметр тарăнăшне сухалать, К-700 тракторпа усă курса сменăра 20 гектар сухалама пулать. Тăпрана лайăх çавăрса хурать. ПНП-8-3,5-пе сухалани çунтармалли-сĕрмелли япаласене ахаль плугсемпе усă курнă чухнехинчен 30-40 процент перекетлеме май парать. МТЗ трактортан кăкарса ĕçлекен çаврăнăшлă (оборотный) плуг та вăрнарсемшĕн çĕнĕлĕх. Пĕр тикĕс сухалать, ун хыççăн нимĕнле касă та юлмасть. Çавна май акнă чухне вăрлăх пĕр тарăнăшне варăнать, харăс шăтса тухать. Сухаланă чухне çумкурăксен вăррисемпе хăмăл аяла лайăх пулса юлаççĕ. Анчах пуринчен те кăсăклăраххи пĕрлештернĕ (комбинированнăй) Обь 4-3Т агрегатпа паллашни пулчĕ. Унпа усă курас пулсан тырă акас умĕн тăпрана сухалама-кăпкалатма кирлĕ мар. Вăл пĕр харăсах тăпрана культивацилет, минераллă удобренисем хывать, тырă акать, тăпран çиелти сийне кăпкалатса хăварать. Çавна май тăпрара нÿрĕк ытларах сыхланса юлать. Пĕрлештернĕ агрегатпа акса хăварни çунтармалли-сĕрмелли япаласене 50 процента яхăн перекетлеме пулăшать. Унпа Т-150, ДТ-75 тата халĕ туса кăларакан ытти «Беларуçсенчен» хăватлăрах МТЗ тракторсенчен кăкарса усă кураççĕ. Семинар-канашлăва хутшăннисем кăçал çак агрегатпа хăмăл çийĕн акса хăварнă тулă пуссинче пулчĕç. 40 гектар йышăнать вăл. Тырă пĕр тикĕс кашласа ларать. Уйра пĕр çум та курăнмасть. Вăйлă та хулăм тунасем, шултра, тулли пучахсем. Ку лаптăкра тухăç 50-60 центнертан кая пулас çукки пĕрре пăхсах курăнать. Хушма хуçалăхăн çĕрулми пуссинче те пулчĕç семинар-канашлăва хутшăннисем. Предприятин «иккĕмĕш çăкăр» уйĕ 45 гектар йышăнать. Кăçал комбинат Беларус Республикинчен çĕрулмин çĕнĕ сорчĕсен вăрлăхне 20 тонна туяннă. Çав шутра «архидея» сортăн вăрлăхне 10 тонна, «дельфин» сортăнне 3, «скарпăнне» 5 тонна туяннă. Йăлтах «элита» тата «супер элита» шая тивĕçтерекенни пулнă. Фитофторозран тата çумкурăкран сыхланса çĕрулми пуссине хими имçамĕсемпе виçшер хут сапнă. Çавăн пекех колорадо нăрринчен те имçамланă. Икĕ хутчен купаланă. Уйра çумкурăк çук. Çĕрулми çеçкине курсанах тухăç пысăк пулассине туйса илетĕн. «Архидея» сорт кашни тĕмрен 10-12 çимĕç тухать. Ăна халех гектартан 150 центнера яхăн кăларса илме пулать. Каярахпа тухăç 200 центнертан кая мар пуласса шанаççĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ А.Ильин Мăн Явăшри культура çуртĕнче тухса калаçнă чухне кăçал ялхуçалăх культурисене пуçтарса кĕртес тĕлĕшпе тăракан задачăсене тĕплĕн палăртрĕ. Районĕпе тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 15153 гектар, çĕрулми 1300, сахăр кăшманĕ 110, тымарçимĕçсем 400, пахчаçимĕçсем 145 гектар йышăнаççĕ. Кашни гектартан тырă 23-24 центнер, çĕрулми 150-180, выльăх кăшманĕ 400-500 центнер туса илме палăртнă. Кăçал вырма пысăк йывăрлăхсемпе килет. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем яланхинчен пĕр-икĕ эрне каярах пулса çитеççĕ. Çавна май уйрăм хуçалăхсенче ялхуçалăх культурисем пуçтарса кĕртмесĕр юлас хăрушлăх тухса тăрать. Çавăнпа тырă уйĕнче пĕр тăваткал метрта 450 тунаран ытла мар, тухăç гектартан 15-18 центнертан иртмест пулсан ăна çулса тырă сенажĕ тунă çĕре кăна ямалла. Çакă вырмана хăвăртлатма пулăшать. Çунтармалли-сĕрмелли япаласене кайран чĕртаварпа татăлмалла аш-какай комбинатĕнчен тата хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт заводĕнчен илме пулать. Енчен те комбайнсем çинче ĕçлеме механизаторсем çитмеççĕ пулсан вырмана хутшăнман автомашинăсем çинчен водительсене куçарса лартма тивет. Тырпул пуçтарса кĕртнĕ çĕре хутшăнакансене ĕçшĕн тÿлемелли, лайăх ĕçленĕшĕн хавхалантармалли йĕркепе паллаштармалла. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнипе пĕрлех кĕр тыррисене те вăхăтра акса хăвармалла. Кăçал вĕсем планпа 5000 гектар пулмалла. Кĕр тыррисем тăпра структурине лайăхлатма пулăшаççĕ. Кунсăр пуçне çурхи уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕкленет. Кĕрхи çĕртме тăвассипе те çине тăрса тăрăшмалла. Пĕлтĕр ку тĕлĕшпе лайăх ĕçленĕ. Кăçал вара план тăрăх 18 пин гектар сухаласа хăвармалла. Выльăх апачĕ хатĕрлессине манăçа хăварма юрамасть. Кăçал кашни условнăй выльăх пуçне 26-28 центнер апат единицинчен кая мар апат хатĕрлемелле. Çакăн валли хуçалăхсенче майсем çителĕклĕ. Семинар ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин йĕркелесе пычĕ. Мăн Явăшри культура çуртĕнче тухса калаçнă чухне вăл кашни хуçалăхрах ялхуçалăх культурисене пуçтарса кĕртме майсем çителĕклине палăртрĕ. «Вырмана йĕркеллĕ ирттерессишĕн тăрăшнипе пĕрлех тырпула вăрласа-çаратса пĕтерессинчен те сыхламалла»,- терĕ вăл. Кун пек тĕслĕхсем ĕççинче кашни çулах тĕл пулаççĕ. Тырпул пуçтарса кĕртнĕ чухне çынсене инкек курасран сыхласа хăварасси тĕп вырăнта пулмалла. Ĕççинчи ăнăçу механизаторсене, вырмана хутшăнакан ытти çынсене апатлантарассине еплерех йĕркеленинчен те килнине манмалла мар. Вăрнар районĕ ялхуçалăх продукчĕсем туса илессипе республикăра малтисен ретĕнче пырать. Çакна пирĕн опытпа паллашма семинар-канашлăва Элĕк, Пăрачкав, Шупашкар районĕсен делегацийĕсем килни те аван çирĕплетет.


09 августа 2003
00:00
Поделиться
;