Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕркуннехи сунар тапхăрĕ пуçланать

Чăваш Республикинчи вĕçен кайăксен запасĕсене шута илнĕхыççăн сунара çÿремелли правилăсемпе килĕшÿллĕн августăн 16-мĕшĕнчен 2—3 çулхи çуллахи-кĕркуннехи сунар тапхăрне уçаççĕ. Çак вăхăтра шывра ишекен, шурлăх кайăкĕсене, кăвакарчăнсене ноябрĕн 9-мĕшчен, ăсана, кăрăпчака тата пăчăра октябрĕн 26-мĕшчен тытма ирĕк панă. Сунарта усă куракан йытăсем пирки суран билетĕнче паллă тутармалла. Вĕсене ветеринарипе санитари асăрхавĕн органĕсенче шута илтермелле тата уртаракан чир ересрен прививка тутармалла. Çул çинче йытăсене касмăкра çавăтса пымалла, канма ларсан кăкармалла. Сунарта пăшалпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх техникин правилисене çирĕппăхăнмалла. Сунар тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн лицензисене миçе кайăк тытнине кăтартса тавăрса памалла. Пĕрре усă курма ятран панă лицензие вăхăтра тавăрмасан сунарçăна административлă майпа явап тыттараççĕ.


20 августа 2003
00:00
Поделиться
;