Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

120 çын хутшăннă

Августăн 14-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче донор кунĕ иртнĕ. Кăçалçак куна ирттерме ытти çулхисенчен лайăхрах хатĕрленнĕ. «Районти тĕп больницă» сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕн тĕп врачĕ О.Казаковапа унăн заместителĕ А.Григорьев Хапăсра, Мăн Явăшра, тепĕр заместителĕ П.Михайлов Хирпуçĕнче, Уравăшра, Çĕрпелте, Хурăнсур Çармăсра пулнă, халăхпа тĕл пулса калаçнă. Юн пама пурĕ 120çын хутшăннă. Уйрăмах Мăн Явăшра пурăнакансем активлă пулнă. Унтан 16 çын килнĕ. Районти тĕпбольницăра ĕçлекенсем вунпĕрĕн, уравăшсем саккăрăн хутшăннă. Çавăн пекех донор кунне Хапăсран, Вăрманкасран, Çĕрпелтен, «Шанс» акционер обществинчен, Вăрнарта пурăнакансем чылайăн хутшăннă. Республикăри юн тлекен станци работникĕсни донор кунне çакăн пек йĕркелесе ирттернипе кăмăллă юлнă, вăрнарсем юн панă çĕре ытти районсенчинчен икĕхута яхăн ытларах хутшăннине палăртнă.


22 августа 2003
00:00
Поделиться
;