Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хисеп грамотине тивĕçнĕ

Июль уйăхĕнче Вăрнар район çар комиссариачĕ хуçалăхсенчи, предприятисемпе организацисенчи техникăна çара юрăхлă пулнине тĕрĕслеме ятарлă вĕренÿсем ирттернĕччĕ, унта республика представителĕ те хутшăннăччĕ. Нумаях пулмасть ЧР çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан А.Исаевăн приказĕпе çÿлерех асăннă мероприятие çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн, вĕренÿ вăхăтĕнче пысăк ăсталăх кăтартнăшăн, службăри тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Вăрнар район çар комиссариачĕн 1-мĕш пайĕн яваплă исполнительне, техникăна çар валли учета илсе пыраканне Вячеслав Петрович Тимофеев аслă прапорщика ЧР çар комиссариачĕн Хисеп грамотипе наградăланă. «Вăрнарти сельхозхими» патшалăх унитарлă предприятин директорне Федор Маркелович Осипова, Вăрнарти ДРСУ начальникне Александр Николаевич Иванова республикăн çар комиссариачĕн Тав çырăвĕсем тивĕçнĕ. Районти çар комиссариачĕ те çар вĕренĕвне уйрăмах хастар, яваплăха туйса хутшăннă, юсавлă, ЗИЛ-комплектпа тулли тивĕçтернĕ техника тăратнăшăн «Знамя труда», «Янишево», К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Родина», «Хорнзор», «Знамя» хуçалăхсен, «Санар» агрофирма, «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» УОА ертÿçисене тав тăвать. Вĕсене Хисеп грамотисемпе наградăлама йышăннă.


22 августа 2003
00:00
Поделиться
;