Малашне те малтах пуласчĕ
2002 çулта Вăрнар «Республикăри чи хăтлă район центрĕ» конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннине, Раççей Федерацийĕн Патшалăхăн строительство енĕпе ĕçлекен комитечĕн дипломне тивĕçлĕ пулнине районта пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Поселокра строительство ĕçĕсем çулран çул сарăлса пыраççĕ. Пурăнмалли çуртсем çĕкленеççĕ, çулсене асфальт сарса хытараççĕ, юсаççĕ. Пирĕн корреспондент поселок администрацийĕн пуçлăхĕнчен В.ЛЬВОВРАН ку тĕлĕшпе кăçал еплерех ĕçлени çинчен каласа пама ыйтнă.
- Василий Яковлевич, строительсем кăçал та иртнĕ çулхи пекех хастар пулĕ-ха;
- Çапла. «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерла уçă общество, акă, март уйăхĕнче 80 хваттерлĕ пурăнмалли çурта хута ячĕ. Хальхи вăхăтри питех те илемлĕ хăтлă çурт вăл. «Вурнарская» МСО пурăнмалли 39 хваттерлĕ социаллă çурт çĕклет. Унăн пĕрремĕш черетне, 22 хваттерне, кăçалах хута яма пăхнă. Харпăр хăй вăйĕпе çурт лартакансем сахал мар.
Çул тăвассипе кăçал нумай ĕçлерĕмĕр. Карл Маркс урамĕнчи çула чукун çул вокзалĕнчен пуçласа аш-какай комбиначĕ патне çитиччен тĕпрен юсарăмăр. Автостанцинчен типĕ сĕт заводне каякан çула Упнере çитичченех çĕнетрĕмĕр. Ленин, Комсомольски урамĕсенчи çулсем çинче шăтăк-путăксене питĕртĕмĕр. Вăрнар рынокĕ çумĕнчи çулсене сартăмăр. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Поселокра пурăнакансен сĕнĕвĕсене шута илсе юсав ĕçĕсем вăхăтĕнче эпир тĕп çултан аяккалла пăрăнса каяканнисене 50 метр таран асфальт сарса хытарма пуçларăмăр. Çакăн пек сĕнÿ, тĕслĕхрен, хăй вăхăтĕнче типографи директорĕнче ĕçленĕ Вениамин Иванович Сорокинран пулчĕ. Çавăн пекех халĕ поселокра пурăнакансем тата техникумра вĕренекенсем ыйтнипе килес çул поселокран техникума çити асфальтлă çул тума проект хатĕрлессипе ĕçе тытăнтăмăр.
Газ кĕртессипе малалла ĕçлетпĕр. Кăçал Гагарин, Первомайски, Илларионов, Комсомольски урамсенчи кашни килтех çутçанталăк газĕ çунма тытăнмалла. Çак уйăхра поселокăн чукун çул леш енчи кăнтăр пайĕнчи урамсенче газ кĕртессипе ĕçлеме тытăнмалла. Коммуналлă службăсем котельнăйсене, ăшă, шыв, канализаци пăрăхĕсене, пурăнмалли çуртсене хĕле хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.
Çав хушăрах çу пуçламăшĕнче йĕпе-сапа çанталăк тăнă пирки аякри урамсенчи çулсене грейдерпа вăхăтра якатаймарăмăр. Çакăншăн ку урамсенче пурăнакансем тивĕçлипех пăшăрханаççĕ.
- Поселок çулран çул çĕнелсе, илемленсе пыни, паллах, лайăх япала. Анчах хăшпĕр урамсене автомашинăпа мар, çуран та кĕрсе тухма кансĕр.
- Тĕрĕсех. Хăшпĕр çынсен урама хăйсен килĕ умне вутă, строительство материалĕсем, тимĕр-тăмăр купаласа хурас йăла халĕ те пĕтмест. Уйрăмах çак йĕркесĕрлĕх аш-какай комбиначĕ, нефть продукчĕсемпе тивĕçтерекен станци, Мичурин урамĕ хыçĕсенчи микрорайонсенче палăрать. Первомайски, Лермонтов, Чернышевски урамĕсенче те строительство материалĕсене купаласа хунă тĕслĕхсем пур. Комсомольски урамри 105-мĕш çурт хуçи вара тислĕкпе, чус-хăмапа, кирпĕчпе тата хăйĕн техникипе пĕтĕм урама картласа хунă.
Уйрăм çынсем кăна мар, хăшпĕр организацисем те хăйсем хыççăн урамсене йĕркене кĕртме васкамаççĕ. Акă, «Уют» тулли мар яваплă общество Советски, Комсомольски урамсенче иртнĕ çулах газ кĕртрĕ.Анчах та хăй ĕçленĕ вырăнсене йĕркене кĕртессине çулталăка яхăнах тăсса пычĕ. Карл Маркс урамĕнчи 4-мĕш, 4-мĕш «а», Ленин урамĕнчи 2-мĕш, Советски урамри 2-мĕш, 3-мĕш, Ашмаров урамĕнчи 8-мĕш çуртсенче пурăнакансем «Тепловодоканал» муниципаллă унитарлă предприяти пăрăхсем хывнă тата тĕрлĕрен аварисене пĕтернĕ чухне чавса-алтса пĕтернĕ хыççăн шăтăк-путăксене вăхăтра тикĕслеменшĕн сахал мар пăшăрханчĕç.
Çав хушăрах поселок сăн-сăпачĕ, тирпей-илемĕ пирĕнтен кăна мар, унта пурăнакан çынсенчен те нумай килет. Кунта сăмах урамсенче çулсем айккипе вĕлтĕрен, ытти хыт-хура чашкăрса ÿсни çинчен пырать. Поселок администрацийĕнчи тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен работниксем тĕп урамсенче вĕсене çулса тăраççĕ-ха, анчах та йышĕ пĕчĕк пирки пур çĕре те çитме ĕлкĕреймеççĕ. Çавăнпа ку тĕлĕшпе поселокра пурăнакансен хăйсен те тăрăшмалла. Анчах чылайăшĕ хăйсен кил-çурчĕ умĕнчи курăка çулма васкамаççĕ. Уйрăмах хыт-хура çĕнĕрен çĕкленекен микрорайонсене пусса илнĕ. Вĕсенче вара ытларах пысăк укçаллисем кермен-коттеджсем лартаççĕ. Чикĕ леш енчи çĕршывсенче кун пек микрорайонсенче çуртсем умĕнче чечексем çитĕнтереççĕ, газонсенчи курăка косилкăпа тикĕслесе тăраççĕ пулсан Вăрнарта йăлтах урăхла. Ирĕксĕрех çапла калас килет: «Хăвăра хисеплеме хăнăхăр, господасем, кил-çурт умĕнчи урама тирпей-илем кĕртмесĕр икĕ-виçĕ хутлă керменсен сăн-сăпатне ан çухатăр». Еплерех илемлĕ пулмалла çакăн пек çуртсем умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешерсен е газонсенче тикĕслнĕ ешĕл курăк çитĕнсен.
Паллах, урамсене тирпей-илем кĕртессипе предприятисемпе организацисен, тĕрлĕрен учрежденисен те тăрăшмалла. Ку тĕлĕшпе тырă йышăнакан предприятие лайăх енчен палăртма пулать. Кунта ĕçлекенсем кашни çуркуннех юр айĕнчен тухакан çÿп-çапа тасатаççĕ, çулла территори тавралла ÿсекен хыт-хурана çулсах тăраççĕ.
Коммуналлă çуртсен картишĕсенче те хыт-хура темĕн чухлех. Коммуналлă организацисен ертÿçисем дворниксен ĕçне кирлĕ пек асăрхаса тăмаççĕ. Тирпей-илем кĕртнĕ çĕре çуртсенче пурăнакансене явăçтармаççĕ.
Хаçатра тăтăшах çыратпăр, радиопа тухса калаçатпăр пулин те урамсене çÿп-çаппа вараласси çав-çавах пĕтмест. Уйрăмах коммуналлă çуртсем çывăхĕнче таса марри пăшăрхантарать. Ку çуртсем патне кашни кунах çÿп-çап турттаракан транспорт пырса çÿрет вĕт-ха. Ку çеç-и; Гастроном çывăхĕнчи çуртсенче пурăнакансем çÿп-çап тултарнă михĕсене юнашарти автобус чарăнакан павильона пырса пăрахнă тĕслĕх те пулчĕ.
- Василий Яковлевич, çакăн пек ÿкерчĕке те час-часах курма пулать: район администрацийĕн çуртне хирĕç вырнаçнă Астăвăм скверĕнче качакасем «туй» тăваççĕ, клумбăсем çинчи чечексене, йывăç тĕмĕсене кăшлаççĕ. Каçсерен Вăрнарта ăçта пăхнă унта выльăх çÿрет.
- Урамсенче хуçасăр выльăх çапкаланса çÿрени пирĕншĕн чăннипех инкек пулса тăчĕ. Çамрăк йывăçсемпе тĕмсене кăшлаççĕ вĕсем, таптаса-хуçса хăртаççĕ, урамсене варалаççĕ. Уйрăмах качакасем нумай. Поселокăн хĕвелтухăç вĕçĕнче лашасене ирĕке яраççĕ. Центрта касу кĕртнĕ хыççăн ĕнесем ирĕклĕнех çÿреççĕ. Малашне те çаплах пулсан вĕсен хуçисене административлă явап тыттарма тивет. Пирĕн çакăн пек право пур.
Кил хуçи еплерех çын пулни картишĕнчен паллă, теççĕ. Вăрнарта пурăнакансене вара поселок сăн-сăпатне, урамсенчи тирпей-илеме курса хаклаççĕ. Пирĕн пата курма, ĕçпе килекенсем умĕнче намăс курас мар тесен тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн ытларах тăрăшма тивет. Иртнĕ çул пирĕн поселок «Республикăри чи хăтлă район центрĕ» ята тивĕçлĕ пулни те пире çапла пулма хистет. Çак чыслă ята малашне те хамăр алăран вĕçертес марччĕ.
- Калаçушăн тавтапуç.